Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аэлита сăмах пирĕн базăра пур.
аэлита (тĕпĕ: Аэлита) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аэлита, Аэлита!..

Аэлита, Аэлита!…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита Лося чуп турӗ те — вӑл Аэлита тутинчен наркӑмӑшӑн йӳҫек шӑршине туять.

Аэлита поцеловала его, и Лось почувствовал горький запах яда на её губах.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось тинех аса илчӗ: кайӑк шӑпах ҫавсем пирки юрлать: Аэлита, Аэлита

Лось вспомнил, — птица пела об этом: Аэлита, Аэлита…

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита, Аэлита, куратӑн-и: хура вут!

— Аэлита, Аэлита, — видишь — чёрный огонь!

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ан пӑрах, — Лось Аэлитӑран флакон илчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, — ку санӑн — парне, Аэлита: тӗксӗм тумлам, пӗлӗт, тӳлеклӗх.

— Не бросай, — он взял у неё флакончик и сунул в карман, — это твой дар, Аэлита: тёмная капелька, сон, покой.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита яланхи пекех килсе кӗрессе вӑл икӗ сехет ытла кӗтет ӗнтӗ, алӑк патнелле пыра-пыра тӑнлать, анчах Аэлита пӳлӗмӗнче шӑп-шӑпӑрт.

Вот уже больше двух часов он ожидал обычного прихода Аэлиты, подходил к двери, прислушивался, — в комнатах Аэлиты было тихо.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось сехӗрленсе илчӗ: Аэлита мӗн таран ытарайми чипер, шывран, Аэлитӑн капюшонлӑ плащӗнчен, аллисемпе питӗнчен, сывлавӗнчен, кӗпинчен хӑрушӑ, йӳҫекрех-пылак шӑршӑ киле-киле ҫапать.

Лосю стало жутко: так чудесно красива была Аэлита, такой опасный, горьковато-сладкий запах шёл от воды, от плаща с капюшоном, от рук, от лица, от дыхания, от её платья.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита сасси — юратупа ӗмӗрлӗх-ӗмӗрлӗх, тунсӑх-терт сасси; вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчере вӗҫет, — йыхӑрса-чӗнсе, кӑшкӑрса: ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм, ӑҫта эсӗ?..

Голос Аэлиты, любви, вечности, голос тоски, летит по всей вселенной, зовя, призывая, клича, — где ты, где ты, любовь?…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл выртмӑш патне таврӑнчӗ те Аэлита ӳчӗ ҫине ӳкрӗ, ӑна ыталарӗ.

Лось вернулся к постели, упал на тело Аэлиты, обхватил её.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара Лось тӗттӗм нӳрӗк юлашкине ӗҫрӗ, — вӑл флаконра чылаяхчӗ: Аэлита ӑна кӑштах ҫеҫ сыпнӑ…

Тогда Лось выпил остатки тёмной влаги, — её было много во флакончике: Аэлита едва успела коснуться его.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита хӑвӑрт, хӑвӑрт — пӗр сывлавпа — Лося хӑлхинчен каллех пӑшӑлтатать:

Аэлита быстро, быстро, — одним дыханием, — забормотала ему в ухо:

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита пӳрнисем Лось тумтирӗнчен шуса иртрӗҫ.

Пальцы Аэлиты быстро скользнули по его платью.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатать:

Аэлита едва слышно сказала:

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита курӑнмасть.

Аэлиты нигде не было.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лосьпа Аэлита — тарӑн ыйхӑра.

Лось и Аэлита спали глубоким сном.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось та, Аэлита та ӑна илтмеҫҫӗ.

Ни Лось, ни Аэлита не слышали его.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрет, куҫ хупанкисем усӑнчӗҫ, тимлӗ пӗчӗк пичӗ тӑсӑлчӗ.

Аэлита мелко, мелко дрожала, ресницы её опускались, внимательное личико осунулось.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось аллисене Аэлита еннелле тӑсрӗ.

Лось протянул к Аэлите руки.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита Лось ҫумнех куҫса ларчӗ те пӑшӑлтатать:

Аэлита придвинулась к Лосю и опять прошептала:

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита шӑппӑн ыйтрӗ:

Аэлита тихо спросила:

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех