Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачча (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачча ял тӑрӑхӗнче вӗсене, калӑпӑр, 1124 гектар ҫинче тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Ачча енче, сӑмахран, — «Советская Армия», «Рассвет», «Победа»; Кӑшнаруй тӑрӑхӗнче — «Россия», «Правда», «Нива», «Сормовский»; Ӑвӑспӳрт ялӗн ҫӗрӗсем ҫинче — «Заря»; Вӑтакас Кипечре — «Урожай», «Яндоушский»; Шаккӑл ялӗн уйӗсенче — «Советская Чувашия», «Аниш»; Янкӑлчра — «Мир» тата «Восток»…

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Саламлакансен йышӗнче округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Федоров, вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов, «Канмаш» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Лапшин, Ачча территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Марина Порфирьева пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Унӑн ӗҫне Ачча, Уҫырма, Ӑвӑспӳрт Кипеч, Шаккӑл территори пайӗсенчи ветерансен канашӗсен ертӳҫисем тата Чакаҫ, Тури Юнтапа, Кармамипе Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккисен старостисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Лару вӑхӑтӗнче районти агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен йышне виҫӗ хастара илнӗ, ҫак хисепе Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан сад ӑсти Николай Семенов, Ольга Егорова (Катек) тата Нина Платонова (Ҫӗнӗ Ачча) тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Акципе килӗшӳллӗн йӗрке хуралҫисем Ачча, Пайкилт, Ҫӗнӗ Чалкасси, Шӑхасан, Ямаш шкулӗсене ҫитсе килнӗ, ачасемпе тӗл пулнипе пӗрлех асӑннӑ ялсенче пурӑнакан йӗркесӗр ҫемьесене те тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Вӑл Ачча тӑрӑхӗнчен, общество ӗҫӗнче хастар.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/

Владимир Дмитриевича ҫуралнӑ кунпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Михайлов, Ачча ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аввакумов, вӑрҫӑпа ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен районти ветеранӗсен канашӗн председателӗ Виталий Петров саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерана юбилейпа саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2%d0% ... b0%d0%bda/

Ҫак кунсенче Ачча ялӗнче пурӑнакан Владимир Мясников 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерана юбилейпа саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2%d0% ... b0%d0%bda/

Асӑну каҫне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева, Ачча ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аввакумов, паттӑрӑн ҫывӑх тӑванӗ Манефа Иванова, ФСБ подполковникӗн Руслан Желудкинӑн ашшӗ Николай Желудкин тата ял халӑхӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Тунтикун Ачча салинче Совет Союзӗн Геройӗ Антон Петрович Петров ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ, ҫавӑн пекех Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне те уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Нумаях пулмасть унта Карӑклӑ тата Ачча ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Экологи акцине хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%8b%d0% ... 83%d0%bda/

Кӑҫал вырӑнти пуҫару программине хутшӑнса Атнаш, Ачча, Вӑтапуҫ, Вӑрӑмпуҫ, Вӑтакас Кипеч, Сухайкасси, Ухман, Шаккӑл, Шелттем ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи чылай урам хӑйсен сӑнне лайӑх енне улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Шӑхран, Ачча, Вӑтакуҫ (Вӑтапуҫ пулмалла ӗнтӗ вӑл), Экеҫ (Эйпеҫ) тенисем хайлавран тухмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Эп те арҫын ачча тата хир ачча пор.

Я иметь также мальшык и девошка.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пит лайӑх пурнатна, арҫин ачча тата хир ачча.

— Здоров-поживаешь, мальшык и девошка.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех