Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атӑла (тĕпĕ: Атӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӗршыв умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев тӑрать: 2030 ҫул тӗлне юхан шывсене варалассине палӑрмаллах чакармалла. Ку енӗпе яланах ӗҫленӗ, малашне тата та ҫине тӑрса вӑй хумалла. Юлашки пилӗк ҫулта пин-пин ҫухрӑм юхан шыва, ҫырансене тасатнӑ, Атӑла юхса тухакан вараланчӑк шыв калӑпӑшне икӗ хут чакарнӑ. «Таса ҫырансем» проекта уйрӑммӑн палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлкуҫ – ҫут ҫанталӑк еткерлӗхӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/calkuc-%E2%80%93- ... rlexe.html

«Ача ҫураласах пулсан ҫӑварне пӗр ывӑҫ хӑйӑр тултаратӑп та Атӑла пӑрахатӑп», — усал шухӑш явӑнать Натале пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Асӑннӑ наци проекчӗ шайӗнче Чӑваш Республикинче «Атӑла сыватасси», «Вӑрмансене упраса хӑварасси», «Таса ҫӗршыв», «Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтарас ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмӗ», «Сайра шыв объекчӗсене упраса хӑварасси», «Таса шыв» проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Ун патне ҫав тери вӑйлӑ та илемлӗ каччӑ пырӗ, вӑл Атӑла пӗвелесе лартӗ, Шупашкарӑн кӑтра ҫивӗтне ҫӑлтӑрсемпе илемлетӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӳпӗнтернӗ кимӗ ҫинче ларакан ҫын сасартӑках ура ҫине сиксе тӑчӗ, тумтирӗпех Атӑла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Атьӑр та атьӑр тет, эпӗ ҫак минутра Светланӑна курмасан, тӳрех Атӑла чупса кайса сикме пултаратӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑла, шыва кӗме, — нимӗн те шӳтлемесӗр каларӗ Бардин.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑла

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑла ҫурхи шыв тулнӑ вӑхӑтра сиреньсем чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑраҫҫӗ, тет, вара катрам-катрам сивӗ пӑрсем те вӗсенчен пӑрӑнса иртеҫҫӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑҫал «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тата Якимовская урам патӗнче ҫумӑр шывӗсене тасатакан тата икӗ сооружени туса лартӗҫ, ҫавна пула эпир ҫулталӑк вӗҫлениччен Атӑла каяш шывсем юхтарса кӑларассине виҫӗ хут чакаратпӑр.

В текущем году будут построены еще два ливневых очистных сооружения в микрорайоне «Новый город» и в районе улицы Якимовская, благодаря чему до конца года мы в три раза сократим сбросы загрязненных сточных вод в Волгу.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Куҫма Турханӑн нумай ҫулсем хушши тӑрӑшса, чӑннипех ӑста ҫырнӑ «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗн 1-мӗш кӗнеки ҫинчен пайтах калаҫрӑмӑр, кунта чарӑнса тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл шӑтӑкран тапаланса тухрӗ те, тӳрех ҫыран хӗррине анса, Атӑла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ахӑртнех, манран каҫса кайсах кулать пулӗ. Тӗлӗкре ӑна курни акӑ мӗне пӗлтерчӗ. Тул ҫутӑлсан эпӗ ирсӗр ӗҫ тунине пӗтӗм тӗнчипе пӗлӗҫ… Атӑла пуҫхӗрлӗ ярӑнмалла ҫеҫ… Ку пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ. Урӑхла май ҫук. Юрать-ха, тул ытлашшипех ҫутӑлса килмен. Никам та курас ҫук», — татӑклӑ тӗв турӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑла

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шыв шывах шырать: Ҫавала е Сӗвене куҫса Атӑла юхать, тинӗсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл Мускав шывӗнчен Тури Атӑла тухмалли чи кӗске ҫул.

Это самый короткий путь из Москва-реки в Верхнюю Волгу.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сулахай енчен Атӑла пысӑк юханшывсем юхса кӗреҫҫӗ.

С левого берега в Волгу впадают большие реки.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Атӑла нумай шывсем юхса кӗреҫҫӗ.

В нее впадает много притоков.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Акӑ Атӑла сылтӑм енчен Ока шывӗ юхса кӗрет.

Вот в Волгу впадает справа река Ока.

Пысӑк юханшыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех