Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арам (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман арам, сывӑ пул, ан улшӑн, Кашни кун пултӑр сан шутра.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑҫта пулас илемлӗ арам?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.

1. Родословие Иисуса Христа, Сына Давидова, Сына Авраамова. 2. Авраам родил Исаака; Исаак родил Иакова; Иаков родил Иуду и братьев его; 3. Иуда родил Фареса и Зару от Фамари; Фарес родил Есрома; Есром родил Арама; 4. Арам родил Аминадава; Аминадав родил Наассона; Наассон родил Салмона; 5. Салмон родил Вооза от Рахавы; Вооз родил Овида от Руфи; Овид родил Иессея; 6. Иессей родил Давида царя; Давид царь родил Соломона от бывшей за Уриею; 7. Соломон родил Ровоама; Ровоам родил Авию; Авия родил Асу; 8. Аса родил Иосафата; Иосафат родил Иорама; Иорам родил Озию; 9. Озия родил Иоафама; Иоафам родил Ахаза; Ахаз родил Езекию; 10. Езекия родил Манассию; Манассия родил Амона; Амон родил Иосию; 11. Иосия родил Иоакима; Иоаким родил Иехонию и братьев его, перед переселением в Вавилон.

Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиле Египет ҫӗрӗнчен, филистимсене Кафтортан, Арам ҫыннисене Киртан Эпӗ илсе тухмарӑм-и вара?

Не Я ли вывел Израиля из земли Египетской и Филистимлян - из Кафтора, и Арамлян - из Кира?

Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Шемер ывӑлӗсем: Ахи, Рохга, Ихубба тата Арам.

34. Сыновья Шемера: Ахи, Рохга, Ихубба и Арам.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Есромран ҫуралнӑ ывӑлсем: Иерахмеил, Арам тата Хелувай.

9. Сыновья Есрома, которые родились у него: Иерахмеил, Арам и Хелувай.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Арам ывӑлӗсем:] Уц, Хул, Гефер тата Мешех.

[Сыновья Арама:] Уц, Хул, Гефер и Мешех.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд тата Арам.

17. Сыновья Сима: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд и Арам.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Фарес йӑхӗ ҫакӑ: Фаресран Есром ҫуралнӑ; 19. Есромран Арам ҫуралнӑ; Арамран Аминадав ҫуралнӑ; 20. Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 21. Салмонран Вооз ҫуралнӑ; Воозран Овид ҫуралнӑ; 22. Овидран Иессей ҫуралнӑ; Иессейрен Давид ҫуралнӑ.

18. И вот род Фаресов: Фарес родил Есрома; 19. Есром родил Арама; Арам родил Аминадава; 20. Аминадав родил Наассона; Наассон родил Салмона; 21. Салмон родил Вооза; Вооз родил Овида; 22. Овид родил Иессея; Иессей родил Давида.

Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫапла кала: манӑн аттем ҫул ҫӳрекен Арам ҫынни пулнӑ, Египета кайса, пысӑках мар ушкӑн ҫынпа унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнта унран аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса кайнӑ, те; 6. анчах Египет ҫыннисем пире хӗн-инкек кӑтартнӑ, пире хӗсӗрленӗ, йывӑр ӗҫпе тертлентернӗ; 7. вара эпир аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнма тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа эпир йӗрсе йӑлӑннине илтнӗ, пирӗн асапӑмӑра, пирӗн йывӑр ӗҫӗмӗре, пире мӗнле пусмӑрланине курнӑ; 8. вара Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен [Хӑйӗн аслӑ тӗреклӗхӗпе тата] хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе, сехӗрлентерекен хӑрушлӑхсем ярса, паллӑсем кӑтартса, кӗтретсем туса [Хӑй] илсе тухнӑ, 9. ҫапла пире ҫак вырӑна илсе ҫитерчӗ, пире ҫак ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пачӗ; 10. акӑ ӗнтӗ эпӗ, эй Турӑҫӑм, Эсӗ мана панӑ ҫӗрӗмӗн, [сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗрӗн,] чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫӗсене илсе килтӗм, тесе кала.

5. Ты же отвечай и скажи пред Господом Богом твоим: отец мой был странствующий Арамеянин, и пошел в Египет и поселился там с немногими людьми, и произошел там от него народ великий, сильный и многочисленный; 6. но Египтяне худо поступали с нами, и притесняли нас, и налагали на нас тяжкие работы; 7. и возопили мы к Господу Богу отцов наших, и услышал Господь вопль наш и увидел бедствие наше, труды наши и угнетение наше; 8. и вывел нас Господь из Египта [Сам крепостию Своею великою и] рукою сильною и мышцею простертою, великим ужасом, знамениями и чудесами, 9. и привел нас на место сие, и дал нам землю сию, землю, в которой течет молоко и мед; 10. итак вот, я принес начатки плодов от земли, которую Ты, Господи, дал мне, [от земли, где течет молоко и мед].

Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авраам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21. малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, 22. Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, тенӗ; 23. Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ.

20. После сих происшествий Аврааму возвестили, сказав: вот, и Милка родила Нахору, брату твоему, сынов: 21. Уца, первенца его, Вуза, брата сему, Кемуила, отца Арамова, 22. Кеседа, Хазо, Пилдаша, Идлафа и Вафуила; 23. от Вафуила родилась Ревекка.

Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Арам ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш.

23. Сыны Арама: Уц, Хул, Гефер и Маш.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан].

22. Сыны Сима: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [и Каинан].

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех