Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппӑшӗсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппӑшӗсемпе йӑмӑкӗ ҫак ҫурт ҫине пӗр пус хуман пулин те пӗр пӑта юлмиччен сутса яни ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Мӗн? — Кулинейккӑн икӗ куҫ-ахахӗ, аппӑшӗсемпе пиччӗшӗн ҫыххинчен вӑхӑтлӑха татӑлса, ҫӳлелле яш ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кашни урамри хӗрсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӑйсем хӑнӑхнӑ вырӑнсене — ӗлӗкрех аппӑшӗсемпе мӑн аппӑшӗсем пуҫтарӑннӑ ҫуртсем умнех — пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗпе амӑшне те, аппӑшӗсемпе йыснӑшӗсене те аса илмесӗр хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Петя хӑй амӑшӗпе те аппӑшӗсемпе ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче пурӑннӑ, аялти хутра учитель пурӑннӑ.

Петя с мамой и с сестрами жил на верхнем этаже, а в нижнем этаже жил учитель.

Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Анчах унӑн чӗри чӑтса тӑраймасть; юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗ ашшӗпе сывпуллашать, ун пехиллӗхне итлет, хӑйӗн аппӑшӗсемпе, тарҫи-тӗрҫисемпе сывпуллашать те, шӑпах тухса каяс вӑхӑт ҫитессе урӑх пӗр минут та кӗтсе тӑмасть, сылтӑм аллинчи кача пӳрнине ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнать те вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн шурӑ чул керменне пырса та ҫитет.

Однако сердце ее не вытерпело; простилась дочь меньшая, любимая, красавица писаная, со честным купцом, батюшкой родимым, приняла от него благословение родительское, простилась с сестрами старшими, любезными, со прислугою верною, челядью дворовою, и, не дождавшись единой минуточки до часа урочного, надела золот перстень на правый мизинец и очутилась во дворце белокаменном, во палатах высоких зверя лесного, чуда морского.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Йывӑҫсем ҫӗре ӳкмен, вӗсене аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем хӑйсен хулпуҫҫийӗсем ҫинче ҫӗклесе тӑраҫҫӗ, тахҫанах типсе ҫулҫисене тӑкнӑ пулин те, ҫӗр ҫине ӳксе ҫӗрме памаҫҫӗ.

Деревья не упали, братья и сестры поддерживали их, уже погибших, с опавшей листвой, не давали им лечь на землю.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Чӑнах та ҫакна калас пулать: хальхи пуху малтанхинчен тата тепӗр енчен уйӑрӑлса тӑрать, ку хутӗнче хӗрарӑмсем те — арӑмсем, аппӑшӗсемпе йӑмӑкӗсем тата хӗрӗсем те килнӗ.

Впрочем, это собрание отличается от предыдущего еще в одном отношении: сегодня вместе с мужчинами приехали и женщины — жены, сестры, дочери.

LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хальхинче вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленипе амӑшӗсем, аппӑшӗсемпе йӑмӑкӗсем, хӗр-туссем волейбол турнирӗ ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех