Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апаш сăмах пирĕн базăра пур.
апаш (тĕпĕ: Апаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Апашри пӑлхава ҫапла «пусарнӑ» пулсан та, Апаш таврашӗнче революциллӗ ӗҫ пӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Соколова Вера Александровна (ҫӗртме, 8, 1987, Анаткас Апаш, Муркаш районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей ҫӑмӑл атлетки.

Соколова Вера Александровна (8 июня 1987 года, дер. Соляной, Моргаушский район, Чувашская АССР) — российская легкоатлетка.

Соколова Вера Александровна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BE%D ... 0%BD%D0%B0

Кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме май килнӗ тепӗр объект – Ҫӗньял Апаш ялӗнчи Ананий Кузьмин урамӗн ҫулне вак чул сарса юсани.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пӗлтӗр Анаткас Апаш ялӗнче пурӑнакансем хӑйсем хутшӑннипе пӗве патне пымалли ҫула юсаса йӗркене кӗртес, пушар машинипе шыв илмелли ятарлӑ площадка тӑвас шухӑшлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫӗньял Апаш ялӗнче шыв скважинине ҫӗнӗрен алтнӑ тата шыв уҫламалли башньӑна улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Унпа пӗрлех — ЧР К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн В.С. Семеновӑн «Чувашский край в моих картинках», «Юратнӑ Апаш ен», «Алексей Григорьев тӗнчи», ЧР халӑх поэчӗн Георгий Ефимовӑн «Чӗрере ан сӳнтӗр юрату», Слован Савкайӑн «Анне пилӗ» кӗнекесене пухса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тӑрӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Апаш арҫынине шырать.

Поисковая группа «Лиза Алерт» разыскивает уроженца Абашево.

Апаш арҫынни ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33769.html

Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ тӗлӗнче «Хёндай-Туксон» кроссовер тырӑ тиенӗ «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.

Около деревни Абашево Чебоксарского района кроссовер «Хёндай-Туксон» столкнулся с перевозящим зерно грузовиком «КамАЗ».

Кроссоверпа фура ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33429.html

Археологсем тӗпчесе кӑтартнӑ тӑрӑх, Палан ялӗ ҫывӑхӗнчи тата Апаш енчи масарсем ҫинче чӑваш ҫырулӑхӗ пулни палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пек куринкесем Шупашкар уесӗнче, Куславкка тата Апаш ҫывӑхӗнче нумай.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗрмерен тухсан, Апаш хресченӗсенчен хӑш-пӗрисем Хусанти социал-демократсемпе ҫыхӑнса тӑрса революциллӗ кӗнекесемпе хаҫатсене ҫаплах салатса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Тогаш вулӑсӗнчи старшина пӗлтернӗ тӑрӑх, «Апаш хресченӗсем ку отряд килсен чиркӗве ҫӑкӑрсемпе кӗрсе, урӑх пӑлханмастпӑр, тесе ҫуртасем лартнӑ».

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Вӑл отрядра пӗтӗмпе 20 ҫын ҫеҫ пулнӑ пулсан та, вӗсем Апаш хресченӗсене пӗтӗмпех «лӑплантарса» хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Апаш патне ҫитерехпе вӗсем Кӳкеҫ хресченӗсене, отряда илсе килекен лавҫӑсене тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Тепӗр хӗрарӑм, пуҫламан ҫӑкӑрсене йӑтса Апаш ҫырми патӗнчи кирпӗч сарайне тарма тытӑннӑ, анчах вӑл ҫырманалла аннӑ чухне хӑранипе ҫӑкрисене «тытса чарайман», унӑн ҫӑкрисем ҫырманалла куса-куса «тарса» пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Апаш патне хайхи отряд ҫитсе те тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Чӑршкассинчи хресченсем вара Апаш ҫыннисемпе пӗрлешме, пӗрле Шупашкара кайма сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Ҫав вӑхӑтрах Апаш ҫыннисене таврари ялсене, Чӑршкассине, Шоркино ялне, Иккассине хресченсене чӗнсе пухма суйласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех