Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатланнӑ (тĕпĕ: апатлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑраниччен апатланнӑ хыҫҫӑн Кирей Элимене каялла кравать ҫине кайса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Командӑсем Игорь Николаев ҫӑлкуҫӗ патӗнчи уҫланкӑра лагерь туса пӗтериччен инструктаж иртнӗ, апатланнӑ та лагерь ҫывӑхӗнчи территорие тӗпчеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пӗтӗм районти турслет иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3778405

Апатланнӑ хушӑра Ҫтаппан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн вӑл институтран таврӑнни ҫинчен кантура ҫитсе пӗлтерме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пылак ҫимӗҫпе вӗсем 20 минута яхӑн апатланнӑ, тесе ҫырать The Washington Post.

На это у них ушло около 20 минут, пишет The Washington Post.

Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html

Кил-йыш апатланнӑ чашӑк-тирӗк.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Апатланнӑ чух Петӗр астутарчӗ:

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Нимене килнӗ пӗтӗм йыш пӗчӗк ушкӑнӑн апатланнӑ хушӑра кӗрхи кун, ҫерҫи сӑмсинчен те кӗскескер, иртрӗ те кайрӗ, тет, — хушса хучӗ те Пруткин текенни, унта-кунта ахӑл-ахӑл кулма тытӑннине илтсе шӑпланчӗ, хӑй те кулкаласа, енчен енне пӑхкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫыру сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апатланнӑ, каннӑ хыҫҫӑн вӑй хушӑнмалла пек, ҫан-ҫурӑм сурни те иртсе каймалла пек, анчах Герасим Федотович аллинчи састӑпа аран-аран выляткаларӗ, мӗншӗн тесен хӑйне вӑл икӗ вут хушшине ҫакланнӑ пек туйрӗ: пӗр енче — Тимахван мучи, тепӗр енче — Улькка.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн часах кӗтӳ кӗрет, ӗне сумалла пулать тесе Тамара ашшӗпе амӑшне пулӑшма уя каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Салху сӑнлӑ Герасим Федотович хӑй апатланнӑ сӗтел патне ҫитрӗ кӑна, пукана кӗмсӗртеттерсе Васса-Васяна тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн шӑллӗн хырӑмӗ ыратни лӑпланчӗ, вӑл пуплеме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Айта пирӗн пата кайса килетпӗр, аттепе анне мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши унта, — терӗ Ревлен Петрович, апатланнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Ваня пахчана тухса кӗчӗ, килкартине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Столовӑйра кунне пӗрре апатланнӑ, унта 50 ҫынна яхӑн ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Апатланнӑ чухне эпӗ унпа тӑтӑшах, кулленех тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Иван Селифанович Ткачукпа, «Гидротехник» начальникӗпе, ҫакӑнта, строительсем апатланнӑ ҫӗрте, паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӗсем, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, апатланнӑ ятне турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех