Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан сасартӑк Ильиничнӑн ҫак хӑй курайман этеме пӗр кӗтмен ҫӗртенех хӗрхенесси килсе кайрӗ, — ҫавӑн пек ӑша-чикке вӑркаттарса ҫынна тӑван амӑшле хӗрхенес кӑмӑл ҫирӗп шухӑш-туйӑмлӑ хӗрарӑмсене те парӑнтарать.

И вдруг непрошеная жалость к этому ненавистному ей человеку — та щемящая материнская жалость, которая покоряет и сильных женщин, — проснулась в сердце Ильиничны.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗчӗк вагонсем тата вӗренсемпе кӑкарнӑ пек тракторсем шунӑ евӗр майӗпен чупнине курсан, ача-пӑчасем тӳссе тӑраймарӗҫ: ҫеҫенхирте уҫӑ сассисене янратса, шкул ачисем чупма пуҫларӗҫ, пӗр Ольга Ивановна кӑна ҫаплах майӗпен те лӑпкӑн утрӗ — унӑн вӗтӗ пӗркеленчӗксемлӗ те пысӑк чакӑр куҫлӑ ывӑннӑ пичӗ ача амӑшле ӑшшӑн кулкаласа илет.

Увидев маленькие вагоны и тракторы, которые словно привязанные веревками медленно брели по полю, дети не выдержали: школьники побежали, в степи раздался их звонкий голос, лишь одна Ольга Ивановна все шла тихо и спокойно — ее усталое лицо в тоненьких морщинках и с большими черными глазами улыбалось по-матерински тепло.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех