Шырав
Шырав ĕçĕ:
аморрейсенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Израиль маррисене — хетсенчен, аморрейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнӑ пӗтӗм халӑха — 8. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫине юлнӑ ачисене, Израиль ывӑлӗсем пӗтермесӗр хӑварнӑскерсене, Соломон паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль йӑхӗнчен тухман халӑхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнӑ пӗтӗм халӑха, 21. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче юлнӑ, Израиль ывӑлӗсем тӗппипе пӗтереймен вӗсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1