Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑсемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ӑна, хамӑр пуласлӑха, хамӑр алӑпа, ҫак алӑсемпе тӑвӑпӑр, — Микулай икӗ аллине малалла тӑсса кӑтартрӗ, хултуйисӗр тӑрсан та сулӑнса каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ак ҫак алӑсемпе, трактор гайкине пӑрнӑ пек, мӑйӗсене пӑрса татӑттӑм!

Куҫарса пулӑш

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пирӗн алӑсемпе чун-чӗре ӑшши ҫар ҫыннисем патне ҫитессе шанатпӑр, — теҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫар ҫыннисем валли — килти лапша // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ilti-lapsa

Тӗлӗнмелле, пултаруллӑ ачасем мӗн чухлӗ мимикӑпа тата алӑсемпе кӑтартассипе усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Актер ӑсталӑхӗ «пиллӗк» палла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... la-3883342

— Пулма пултараймасть, эпӗ вӗт хамӑн алӑсемпе витсе хӑвартӑм ӑна, ҫитменнине татах туратсем илсе килсе пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӗҫсӗр эпӗ хӑрса ларӑп, эпир пурне те хамӑр алӑсемпе тума хӑнӑхнӑ, атте-анне пире ҫавӑн пек вӗрентсе ӳстернӗ, ан вӑрлӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнӑр тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эп вӗсене хамӑн ҫак алӑсемпе тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хам алӑсемпе туса хам куҫпа курнӑ-ҫке-ха эпӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫырансем хӗрринче те, кимӗсем ҫинче те ҫамрӑксемччӗ, вӗсем пирӗн пӑрахут еннелле чечек ҫыххисем ывӑтатчӗҫ, алӑсемпе те тутӑрсемпе ҫулатчӗҫ, тем кӑшкӑратчӗҫ, тӗлӗнмелле илемлӗ юрӑсем юрлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хам каллех лапӑстин-лапӑстин сиккелерӗм, хурчӑка ҫунатти евӗр алӑсемпе авӑсатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ак ҫак алӑсемпе эпӗ сана халех леш тӗнчене ӑсатма пултаратӑп, Марье!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑсемпе ҫунатласа-авӑсса хӑлатла хӳме урлӑ вӗҫӗччӗ; вӗсем каснӑ йывӑҫ вуллин хуппи ҫинче ҫакӑнса тӑракан турат пек лӗнчӗр усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ӑна хумханса, чӗтрекен алӑсемпе илнӗ Раиса Яковлевна, унӑн куҫӗ те шывланнӑ…

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ҫав алӑсемпе Павӑл пурнӑҫра мӗн-мӗн туса курман-ши?

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хумлӑ тинӗс пек курӑнакан халӑх алӑсемпе, тутӑрсемпе, ҫӗклӗксемпе сулса, тем шавласа хумханать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Мӗн эсир, Тихон Евдокимович, яланах «ҫак алӑсемпе» те «хам вӑйпа» тетӗр?

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ак ҫак алӑсемпе ҫӗкленӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑрҫӑран таврӑнсан, вӑл ҫав алӑсемпе чӗлӗм те авӑрлайман, ҫавӑнпах туртма та пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кашни пӗренене эпӗ ҫак алӑсемпе касса ҫӳренӗ, — кушӑрханӑ аллине тӑсса пӳлӗм варринче саркаланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех