Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑксем (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Синантроплӑ вӗҫен кайӑксене килти кайӑк-кӗшӗксем патне тата выльӑх апачӗ усракан зданисене кӗртмелле мар (чӳречесемпе алӑксем ҫине сеткӑсем лартмалла).

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланӑр // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... en-syxlanr

Ҫӗнӗ алӑксем лартаҫҫӗ, урайне, маччине тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул столовӑйне юсаҫҫӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ine-iusacc

Алӑксем шалтлатса уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унтан Мӑнкун юрри юрлаҫҫӗ, священник хупӑ алӑксем умӗнче хӗрес хурать, вӗсем уҫӑлаҫҫӗ, пурте чиркӗве кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун уявӗ // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ankun-uiav

KURTAN-ра хушма вӑйӑ элеменчӗсем пулнӑ — пӗр-пӗр шая иртнӗ хыҫҫӑн ещӗксенчен пӗринче ытти йывӑрлӑхсенчен тухма усӑ курмашкӑн май паракан укҫа, уҫӑсем тата вӗсемпе уҫмалли алӑксем, вӑйӑри шайран коридорпа усӑ курса тухасси, вӑйӑ персонажӗн тонусӗ тата ытти те.

KURTAN содержал дополнительные игровые элементы — деньги за решение уровня в одном из ящиков, которые можно было использовать для решения других, двери и ключи для их открытия, необходимость выйти из уровня по коридору, тонус игрового персонажа и другие.

Sokoban // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Sokoban

Вӑрмар округӗнчи шкул ачисемсӗр пуҫне музее Тӑвай округӗнчи, Тутар Республикинчи ялсенчи шкулсенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех Тутарстан турисчӗсем валли те алӑксем уҫӑлнӑ пулнӑ 2023 ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

— Кӑмӑлӑр пулсан, яланах килсе ҫӳрӗр тӑван киле, алӑксем яланах уҫӑ пулӗҫ аппасемпе шӑллӑмшӑн.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Анлӑ коридорта — алӑксем, алӑксем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Алӑксем те чӗриклетмеҫҫӗ, йытӑ сасси те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кантӑклӑ алӑксем патнелле илсе пыракан сарлака картлашкасем ҫинче ҫамрӑк каччӑсем, хӗрсем кӗпӗрленеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнер алӑксем, чӳречесем патӗнчи шӑтӑк-ҫурӑка чӳпӗкпе питӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Алӑксем патӗнче те иртсе каймалла мар ҫын.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Колоннӑсем хыҫӗнче хӗрлӗ, кӑвак, симӗс кӗленчесемпе капӑрлатнӑ алӑксем виҫҫӗшӗ те яриех уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Алӑксем ҫине пӑхкаласа, хушӑран чарӑнса та тӑрса, хуллен ҫывхарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мал енче — вӗтӗ-вӗтӗ куҫлӑ пысӑк мар чӳрече, сылтӑмра тата сулахайра — кӑвак дерматин ҫапнӑ алӑксем.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Подрядчикӑн фюзеляж геометрине йӗркене кӗртмелле, чӳречесем тата алӑксем вырнаҫтармалла, самолета сӑрламалла, ҫутӑ тата видеосӑнав вырнаҫтармалла.

Подрядчик должен восстановить геометрию фюзеляжа, установить окна и двери, покрасить самолет, разместить освещение, а также видеонаблюдение.

Улатӑр районӗнчи самолет-палӑка 1 миллионпа ҫӗнетӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35099.html

2022 ҫулта юсав пуҫланӑ 18 шкулта кӑҫал алӑксем ҫӗнӗрен уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Коридор вӗҫӗнче, шалти алӑксем пӗтсен, коридора сиксе тухса унти лампочкӑсене ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрнӗ те хӑй пӑч ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех