Шырав
Шырав ĕçĕ:
Симӗс, кӑвак, хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен, сенкер чечексем куҫа алчӑратса яраҫҫӗ, ҫемҫе ҫерем ҫинче пӗчӗк те кӑтра путексем сиккелеҫҫӗ, сывлӑшра, чӗвӗл-чӗвӗл туса, ҫиҫӗм евӗр ҫӑмӑл ҫунатлӑ чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Аян куҫӗсене каллех ҫиҫӗмӗн сивӗ вучӗ алчӑратса ячӗ; вӗсене уҫрӗ те — самантлӑх ҫутӑпа ялкӑшакан, тӗттӗмре туллашакан, шыв ахрачӗпе, кӑпӑк аскӑнлӑхӗпе талккӑшпех тулса ларнӑ пыра курчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кунӗ сивӗ, темле ула-чӑлаччӗ, сенкер тӗслӗ шаннӑ тӳпере пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн шуса иртеҫҫӗ, хӗвел ҫуттине пӗлӗт мӗлки лаптӑкӗсем пӗчӗк шыв юххисемпе лупашкасенчи шыва кӗреҫҫӗ, вӗсем пӗрре ҫутӑлса куҫсене алчӑратса яраҫҫӗ, тепре хӑйсен бархат пек ҫемҫелӗхӗпе ачашласа илеҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Ҫӳл енчен» вӗрекен ҫил выляса хумсене ҫыраналла хӑваласа кӑларать, хӗвел куҫсене алчӑратса ямалла ҫутатать, пӑрсен кӑвакрах кантӑк пек айӑкӗсем ҫинче ҫав тери ҫутӑ-шурӑ тӗспе йӑлтӑртатать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Халь те шап-шурӑ шуралса, куҫӗсене алчӑратса, штурвал патне каялла ҫаврӑнса пымассеренех: «Ҫитет! Шуйттан! Ну, ҫитет, тетӗп!» тесе хӑй ӑшӗнче мӑкӑртатрӗ.
II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Хӑй шунӑҫемӗн сарӑ буковник вӗтлӗхӗ вӗсенчен аяккарах чакса, куҫа алчӑратса ларакан ылтӑн пек ҫулҫисемпе чӗлтӗртетсе вӗсене виртленӗн туйӑнса тӑчӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Тӗксӗм пӗлӗтсем шупкалма тытӑнни, куҫа алчӑратса яракан шурӑ юр ялтӑртатни, хӗвеланӑҫ ҫутӑлни ырӑ ҫанталӑк килессе систереҫҫӗ.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Хӗвел ҫуттинче юр йӑлтӑртатни куҫсене алчӑратса пӑхма кансӗрлерӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шурӑ юр унӑн куҫне каллех алчӑратса ячӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Велможнӑйӑ пани паян куҫа алчӑратса ямалла илемлӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хутор хыҫӗнче, кӗрхи ҫӗртме пусси таврашӗнче, юр хӳсе купаланӑ кӗртсем, куҫа алчӑратса, тӳсме ҫук шуррӑн йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.За хутором возле зяблевой пахоты снежные наносы слепяще, нестерпимо блещут.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ачан куҫӗ умӗнче куҫа алчӑратса яракан шурӑ тата хура пӑнчӑсем пӗр тӑтӑш йӗр пулса тӑсӑлса выртрӗ.Перед глазами мальчика летали ослепительно белые и ослепительно чёрные значки, слипшиеся попарно.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1