Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алчӑраса (тĕпĕ: алчӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ-пуҫ алчӑраса кайрӗ ҫак ҫурта пуҫласа ура ярса пуснӑ ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Илепи куҫӗсем тӗлӗннипе алчӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче Кирей килне таврӑнса сумккине лартма ӗлкӗреймерӗ, ун ҫине Илепи сиксе ӳкрӗ, тӗрлӗ усал та намӑс сӑмахсемпе калаҫма пуҫларӗ, вӑтанма та пӗлмерӗ, куҫӗсем алчӑраса кайса кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла ялтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Шоферӑн куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурте унталла пырса тинкерчӗҫ те, вӗсен куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрре кӑна ӗмсе илтӗм — куҫпуҫ алчӑраса кайрӗ, сывлӑш пӳлӗнсе килчӗ, ӳсӗре пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Савӑннипе-хумханнипе шӑм-шакӗ ие чӑмланӑ ҫынӑнни пек лӗштӗр ҫемҫелчӗ, куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ, тӑнлав хӗстерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Йӑлтӑрти-ялтӑрти, пӑхсан куҫ алчӑраса каять.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Куҫҫуль витӗр кӑна мана асамӑҫ-старик пек туйӑннӑ иккен, йӗре-йӗре куҫ-пуҫ йӑлтах алчӑраса кайнӑ пулнӑ манӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Хӑлхасем вӑхӑтлӑха хупланса ларчӗҫ, куҫ-пуҫ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кирук сиксе тӑрса ларать, куҫӗсем алчӑраса кайнӑ, хӑй ӑҫтине те тӳрех чухласа илеймест.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Турӑ! — шартах сикрӗ Ула Тимӗр хӑй курнипе, куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса, чӗри шӳ-ӳ! туса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫӑм-пуҫӑм алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Нумай вӑхӑт хушши пӗр тӗле тинкерсе пӑхса ларнипе вӑйсӑр куҫӗ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те куҫӗ алчӑраса кайнӑран, те хутла начар пӗлнӗрен Мамич-Бердей ҫырура пӗр сӑмахне те вулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куҫ алчӑраса каять темелле-и хутран-ситрен.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ревком председателӗ инкен катӑк шӑлне, алчӑраса кайнӑ куҫне, ҫиллес питне курсан нимӗн калама аптрарӗ…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Сӑмса умӗнче сенӗк вӗҫӗ пек шӗвӗр ҫурла вылять, старикӗн куҫӗсем кикен тымарри ҫинӗ чухнехи пек алчӑраса кайнӑ, тути хӗррисем кӑпӑкланнӑ, сив чир ернӗ чухнехи пек чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех