Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алхапӑлах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улькка аппа, арҫынсене алхапӑлах алла ҫавӑрса илнипе хапах кӑмӑл картне ларнӑскер, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, кӗрхи хӗвеллӗн-уйӑхӑн лавкка патнелле тӑнкӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Итлӗр мана, Павел Петрович, пӗр-икӗ кун тӑхтаса пӑхӑр, алхапӑлах нимӗнех те тупаймӑр.

Послушайте меня, Павел Петрович, дайте себе денька два сроку, сразу вы едва ли что-нибудь найдете.

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Донӑн сылтӑм енне чакса кайнӑ хыҫҫӑн казаксем хӗрлисем йышӑннӑ хуторсенчи пӳрт-ҫуртсене кӗҫ-вӗҫ ҫулӑм хыпса илессе кӗтнӗччӗ, анчах вӗсене ытла пит тӗлӗнтерсе, сулахай енче ниҫта та тӗтӗм-сӗрӗм курӑнмарӗ: вӑл кӑна та мар-ха — леш енчен ҫӗрле каҫса килнӗ хутор ҫыннисем хӗрлисем япаласене тӗкӗнменни, илнӗ апат-ҫимӗҫшӗн вара, арбузсемпе сӗтшӗн те, алхапӑлах совет укҫипе тӳлени ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Отступив на правую сторону Дона, в первый день казаки ждали, что вот-вот запылают курени занятых красными хуторов, но, к их великому удивлению, на левой стороне не показалось ни одного дымка; мало того перебравшиеся ночью с той стороны жители сообщили, что красноармейцы ничего не берут из имущества, а за взятые продукты, даже за арбузы и молоко, щедро платят советскими деньгами.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Комитет председательне — тапчам хул-ҫурӑмлӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ телеграфиста каласа ӑнлантарчӗҫ те, тепӗр темиҫе минутран машинист состава алхапӑлах тупика илсе кӗртсе кайрӗ.

Председателю комитета, плотному рыжеватому телеграфисту, объяснили, в чем дело, и через несколько минут машинист охотно повел состав в тупик.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех