Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алтутрипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Иванычӑн пысӑк ҫырӑ куҫ харшийӗсем айӗнчи хӑмӑр куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ, ҫара пуҫне алтутрипе шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗрарӑмне палланӑ Еркиней: Алтутрипе леҫекен Силемпи, Чӗкеҫе пӑхса пурӑннӑ кинемей — Урхан пурлӑхне пӑхакан аслапи.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн пичӗ хӗрелнӗ, ачасенчен кӑшт пӑрӑнса, вӑл алтутрипе куҫне шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Галимджан шавлӑ калаҫӑва кулкаласа ҫеҫ итлет, хӑй алтутрипе вӗҫӗмсӗр питне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл сывлӑш ҫа-вӑрма кӑшт чарӑнса тӑчӗ, тарланӑ ҫамкине алтутрипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан картусне хывса ҫутӑ та сарлака ҫамкине алтутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр Самар кӗпӗрнинче кӑна миллиона яхӑн, — сывлӑш ҫавӑрчӗ те Владимир Ильич тарланӑ ҫамкине алтутрипе шӑлса илчӗ.

Около миллиона в одной Самарской губернии, — Владимир Ильич стиснул зубы, вытер платком взмокший лоб.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех