Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинче (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтри Осман империйӗн шутне кӗрекен турккӑ пайӗсем тулли те ҫирӗп суверенитет илмелле, анчах та халӗ тӗрӗксен аллинче пурӑнакан ытти наци ҫыннисем автономиллӗ аталану валли ҫирӗп гаранти тата пачах та пӑсма май ҫук условисем илмелле.

Турецкие части Османской империи, в современном её составе, должны получить обеспеченный и прочный суверенитет, но другие национальности, ныне находящиеся под властью турок, должны получить недвусмысленную гарантию существования и абсолютно нерушимые условия автономного развития.

Вильсонӑн вунтӑватӑ пункчӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B8%D ... 1%87%D3%97

Кружков Владимир Семёнович аса илнӗ: «Фронтсенчи ҫапӑҫусем ҫинчен калакан сводкӑсене эпир вӗсене пӗлтерес умӗн яланах Сталина кӑтартаттӑмӑр. Ӗҫсем начар пыраҫҫӗ пулсан, вӗсем ун аллинче пулнӑ хыҫҫӑн паллама та ҫук таврӑнатчӗҫ…

Кружков, Владимир Семёнович вспоминал: «Сводки о боях на фронтах мы всегда перед выпуском подавали Сталину. Если дела шли плохо, они возвращались от него неузнаваемыми…

Совинформбюро // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BE%D ... 1%80%D0%BE

Влас чылайран тин пырса ларчӗ Виталий ҫумне, аллинче пӗр кӗнеке те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пысӑк столовӑй пуҫлӑхӗ вӑл, ҫӗмӗрттерет ҫеҫ, пурне те хӑй аллинче тытать.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Элекӗ никам аллинче те ҫук вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫара пуҫахчӗ вӑл, хура ҫӳҫне тураса сулахая вырттарнӑ, ҫар гимнастеркипех, атӑпа, аллинче те ҫарта чухнехи планшетах.

Куҫарса пулӑш

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аллинче хулӑн пир алса, ҫийӗнче ашшӗн кивӗ фуфайки, пуҫӗнче арҫын карттусӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аллинче темле чӗн пиҫиххиллӗ хутаҫ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Халӗ хӑйне старшина умӗнче пӗтӗмпех ҫухалса кайнӑн туйрӗ вӑл, туйрӗ кӑна та мар, пӗтессипе ҫӑлӑнасси, хӑйӗн пурнӑҫӗ йӑлтах ҫак ҫын аллинче иккенне ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пурте, пурте хамӑр партирен, унӑн ҫирӗп пӗрлӗхӗнчен килет, унӑн шанчӑклӑ аллинче пирӗн пуласлӑх.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сехри хӑпнӑскер, Влас аллинче ҫӗҫӗ йӑлтӑртатнине ҫеҫ курма ӗлкӗрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Калушне тӑхӑниччен малтан куҫӗ патнех тытса ҫавӑркаларӗ-ха ӑна, шӑршласа та пӑхрӗ — аллинче чӑн-чӑн калуш иккенне ҫавӑн чух тин ӗненчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗлетӗр-и, аллинче чечек ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman

Доу-фу Сань-лан аллинче хӑйӗн ылтӑн пуҫ йӗппине курсан, пике ҫавӑнтах сывалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.

Чӳрече умӗнче пуҫлӑх хӗрӗ ларнӑ, вӑл аллинче ылтӑн пуҫ йӗппи тытнӑ та шухӑша кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.

Унӑн аллинче пӑчкӑ-пуртӑ ачаранах ҫӑмӑллӑн выляннӑ, каскалама та хӑнӑхса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпех вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d3%97%d0%b ... %bd%d3%97/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ҫӗнӗлӗхсене алла илессине малти вырӑна хуракан «Урожай» ОООра кашни хутӗнче пулса курмассеренех хуҫалӑх тирпейлӗ хуҫа аллинче пулнине палӑртса каланине илтме тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни кун хӗрӳ ӗҫре иртет // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Аслисем хушшинче мини-футболпа татах Нӗркеҫ ялӗн команди 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, 2-мӗш вырӑн вара Янкассисен аллинче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

Ҫын ӗҫ тунӑ чухне хӑйӗн аллинче тытакан ӗҫхатӗрӗ пушӑ алӑ тӑвакан хускалусене пурне те тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Икӗ аллинче икӗ котелок хӑйӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех