Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кинӗ, молдаванка текенни, ытла шукӑль тумланнӑ, хӑлха алкисем ылтӑнран пулмалла, хӑй мӗнлерех пулӗ-ши?
Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Уяв тумӗ вӑл ⎼ тӗрӗпе эрешлесе тухнӑ шурӑ кӗпе, ӗлккен тухья-хушпу, йышлӑ капӑрлӑх, ҫав шутрах хӑлха алкисем, сулӑсемпе ҫӗрӗсем.
Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Алӑк ҫурри уҫӑлчӗ те эпӗ ҫӑра та шурӑ ҫивӗтӗсене хулпуҫҫийӗ ҫине усса антарнӑ хӗрачана куртӑм, тӗксӗм ӳтлӗ аллисене ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем ҫине хӗреслетсе хунӑ, хӑлхи вӗҫӗсенче йӳнӗ йышши хӑлха алкисем курӑнса тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пиҫсе ҫитекен ыраш пучахӗсем мерчен хӑлха алкисем ҫакнӑ, вӗсене сӑрт хыҫӗнчен ҫӗкленекен хӗвел пайӑркисенчен кӗрен сӑн кӗнӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑш чухне ҫакӑн пек пулать: амӑшӗ урисемпе ҫӗре чавса хур чӗпписене хӑй патне чӗнет, вӗсем кукшапуҫсене сӑмсисемпе сӑхаҫҫӗ, кукшапуҫ чечексен шурӑ алкисем ҫилпе вӗҫеҫҫӗ.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Флигель умӗнчи уҫланкӑра сарӑ хӑлха алкисем чӳхенсе ларнӑ, чӑпар лӗпӗшсем кантӑка ҫапӑнса ҫунаттисене ҫӑтӑлтаттарнӑ, уҫӑ чӳречерен янаххисем ҫине улмуҫҫи ҫеҫки тӑкӑннӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан, тӗттӗмре курнӑ чухне, ӑна йӑмӑкӗ нумай начарланнӑ, ватӑлнӑ пек туйӑннӑччӗ, халӗ акӑ ун умӗнче ватӑ енне кайнӑ, анчах хӑйне май кӑмӑллӑ, тулли те илемлӗ, тӗксӗм пит-куҫлӑ хӗрарӑм чупкалать, унӑн ҫутӑ кӑвак куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑлха алкисем, пит-куҫа ҫамрӑклатса, шухӑ та савӑнӑҫлӑ сӑн парса, симӗсӗн-кӑвакӑн ялкӑша-ялкӑша илеҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн ҫав хӗрлӗ хӑюсем, хӑлха алкисем, тӑхлан та пӑхӑр хӗрессем, червонецсем ҫакса эрешлесе пӗтернӗ палатка патнелле каяс килет.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ах, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, Саша кӑтартнӑччӗ мана ҫакӑн пек хӑма татӑкне, вӑл кӗленче пекех ҫӑмӑлччӗ, халӗ ун пек металран тунӑ хӑлха алкисем, брошкӑсем пур; ҫапла, Саша каланӑччӗ ҫав мана, йывӑҫ вырӑнне, тен, чул вырӑнне те, кӗҫ-вӗҫех алюминипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ тесе.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1