Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫумкурӑкӗпе улма аврине ҫӑлса пӗр ҫӗре купалать, ҫӗрулмине тепӗр енне ывӑтать, чӑн-чӑн хресченле ӗҫлет.
Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пушар хӑрушлӑхӗ уйрӑмах пысӑк тапхӑрта урамра тӗтӗм-сӗрӗм кӑларса улма аврине ҫунтаракан граждансене 10-шар пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Вӑрӑ вӑрлать те хӑварать, пушар вара... // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51305-v-r- ... ushar-vara
Патӑрьел муниципалитет округӗнчи пушар надзорӗн начальникӗ Андрей Тукмаков ҫӗр улми аврине, хыт-хурана ҫунтармала мар пирки те асӑрхаттарать.
Вӑрӑ вӑрлать те хӑварать, пушар вара... // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51305-v-r- ... ushar-vara
Лешӗ шит хулӑнӑш тӑпра ҫыпҫӑннӑ кӗреҫине урипе пусса кӗртме тӑрӑшать, кӗреҫе аврине калла-малла хускаткалать, ҫакна май ун ҫӑварӗнчен чӗлхи те курӑна-курӑна каять.
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Анчах кӗреҫе вӗҫне тимӗр ҫапаҫҫӗ, аврине те тимӗрпех ҫапса ҫирӗплетеҫҫӗ.
«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Ав ҫав хуҫӑк кӗреҫе аврине те лартса паратӑп, Анне, аслӑк тӑррине те витсе паратӑп…
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вӗсен шӑмӑран тунӑ вӑрӑм аврине урлӑлла ункӑсемпе эрешлесе тухнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Аран-аран ӑс кӗчӗ ватӑ турчка аврине.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Раман Анюта еннелле никам сисмесле мар пӑхса илет те каллех пуҫне йывӑҫ кутнелле чикет, такама темшӗн шӑмарнӑн, пӑчкӑ аврине хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртать.
6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Апӑршана, лӑплантарас тесе, сӑмах хушасшӑнччӗ, анчах пулмарӗ каласа, бригадир кӑшкӑрнипе, ӗҫе пикенсе, пӑчкӑ аврине йӑпӑр-япӑр ярса тытрӗ.
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сатур вӑлтине ӑман тирсе кӗпер ҫинченех шыва ячӗ, вӑлта аврине кӗпер карлӑкӗнчен ҫаклатса хучӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Ӑна халӗ те сылтӑм алли управлени аврине тытнӑ пек туйӑнать, анчах сулахаййине темскер ҫитмест.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Бабинӑран усӑнакан ҫип вӗҫне, шӑлтӑрма урлӑ ярса, ҫӗрӗ ҫине чӗркетӗн те хултӑрчӑ аврине пусатӑн, вара тин пӗрремӗш хултӑрчӑ ҫаврӑнма тытӑнать.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те стена ҫумӗнчи авӑрлӑ шӑпӑра ярса тытрӗ, аврине туртса кӑларчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйӗпе Верук ҫине сулчӗ, анчах шӑпӑр аври пуҫ тӗлӗнчи каштана ҫапӑнчӗ те алӑран тухса ӳкрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Састӑп хысакӗ ҫине аттипе сулмаклӑн пусса аврине пӑртак тайӑлтарать те, шурӑ шултӑра ҫӗрулмисем шӑкӑр тухса выртаҫҫӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, ҫӳллӗскер, йӑрӑс пӳ-силлӗскер, хутран-ситрен вӑрӑм урисемпе сенӗк аврине явала-явала илет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫакна мучи хӑй те сисрӗ, фуфайкине турткаласа чӗлӗм аврине пытарчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тепӗр ҫӳҫерен аврине турӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Чи малтанах вӗсем, ҫаннисене чавса таран тавӑрса, мӑкалнӑ кӗреҫе, тӑхҫаланнӑ пуртӑсене хӑйрарӗҫ, кӗреҫе аврине ҫирӗплетрӗҫ, кӑтӑк-катӑк пӑчкӑ шӑлне сарчӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.