Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аванраххине пӗр темиҫе тупкаларӑмӑр.
Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Эпӗ ӑна аманнӑ ҫыннӑн тыткӑна лекиччен перӗнсе вилни аванраххине ӑнлантарма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл итлемерӗ, пистолета памарӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Килес ҫулхи мӗн ятлӑ пулсан аванраххине палӑртма «Грани» хаҫатпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ ыйтӑм ирттерет.
Килес ҫул епле ҫулталӑк пулӗ? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32732.html
— Унран аванраххине шыраса тупаймӑн, — хуравларӗ Ботредж патака туртнӑ май.— Лучшего работника не сыскать, — ответил, таща палочку, Ботредж.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӑнах та, апатланнӑ май Сидор хӑй патне хӑш кунсенче килсен аванраххине, епле ҫӳремеллине (ӑна паян, Мӗтрипе килсе, Сӑпани хӑй те ӑнланчӗ-ха), вӑл килӗнче ҫук чухне хыпара, хут ҫине ҫырса, ӑҫта хурса хӑвармаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм.Только позже поняла, что лучше всего начать работать в маленькой больнице.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1