Шырав
Шырав ĕçĕ:
Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗтел тӗлӗнче пысӑк кӑвак абажур айӗнче электричество лампочки ҫунса тӑрать, ҫав абажура пула, йӗри-тавра темӗнле кичем, ун пек кичемлӗх ҫуллахи каҫсенче пулать — хӗвел анса ларать, анчах килхушшинче пачах тӗттӗмленсе ҫитмен чухнехи пекех.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Симӗс абажур айӗнче сӗтел ҫинчи лампа ҫунать.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сасартӑк чӳречерен упа лӗпӗшӗ вӗҫсе кӗчӗ те тӳрех абажур патнелле ыткӑнчӗ.
Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.
Пальма, фикус, олеандра тата ытти чечексем, абажур витӗр шупкан эрешленнӗ электричество ҫути Микулана таҫта, юмахри сада илсе ҫитерчӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лампа ҫути арӑмне ҫывӑрма ан кансӗрлетӗр тесе, кив хаҫатран абажур пекки туса ҫутта хупларӗ, лампа хӑйӑвне антарчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗшкӗнсе, алӑсемпе чӗркуҫҫисем ҫине тайӑнса, эпӗ чӳрече витӗр пӑхатӑп; чӗнтӗрлӗ чаршав витӗр эпӗ тӑваткал шӑтӑк пек пӳлӗме куратӑп, унӑн стенисене сенкер абажур айӗнче тӑракан пӗчӗк лампа ҫутатать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ хӗрарӑм питӗнчен тӗлӗнсе пӑхрӑм, — вӑл пӗр пӑлхавсӑр сӑн-питлӗччӗ, — ҫакскер пӳлӗм кӗтессине, кӗрен абажур айӗнче лампа ҫунса тӑракан сӗтел патне кайса ларчӗ те, сӗтел ҫинчен черви валетне илсе ӑна пӑхкалама тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пысӑк япон зончӗ, стена ҫумне тирсе хунӑскер, тӗксӗм платье тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрарӑма хӑйӗн чӑпар тӗсӗпе ҫупӑрланӑ; хӗрлӗ абажур витнӗ ҫӳллӗ бронза лампи хӗрарӑма каҫхи шурӑмпуҫ ҫутипе ҫутатса тӑнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Абажур мӗлки унӑн пичӗ ҫине ӳкет, унӑн ҫирӗппӗн пӑчӑртаса лартнӑ тутисем ҫине ҫеҫ ҫутӑ ӳкет.Тень абажура ложится на его лицо, освещены только твердо, упрямо сжатые губы.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Симӗс абажур айӗнчи лампа унӑн питне ҫеҫ ҫутатрӗ, ҫавна пула пӳлӗмре тӗттӗмрех пулчӗ.Лампа под зеленым абажуром освещала его лицо, оставляя комнату в полутьме.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Почта начальникӗн хваттерӗн чӳречинчен хӗрлӗ абажур ҫути курӑнать.Окошки квартиры начальника почты светились красноватым огнем абажура.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗксӗм те мар, кӑвак та мар пӗлӗте темӗнле ҫӳлӗ шурӑ ҫивитти карса илнӗ те, кӗмӗл тӗслӗ сивӗ хӗвел ҫути ун витӗр, тӗксӗм-шурӑ пысӑк абажур витӗр тухнӑ пек, сӑрхӑнса тухать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Маччаран ҫакӑнса тӑракан пурҫӑн абажур айӗнчи лампа сӗтел ҫинчи шурӑ ҫитте ачашшӑн ҫутатнӑ.Висячая лампа под большим шелковым абажуром мягко освещала белую скатерть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Абажур айӗнчи лампа ҫути Васильев ҫине ӳкет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫаврака та илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм пӳлӗм варринче, сӗтел патӗнче, кофейник айӗнчи спиртовкӑн кӑвак ҫулӑмӗ ҫине пӑхса тӑнӑ; унӑн хӗрлӗ абажур айӗнчи лампа ҫутипе ҫутатнӑ ҫара аллисем тата ачанни пек пичӗ лайӑх шаритленӗ кукӑль хуппи тӗслӗ пулса тӑнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шурӑ абажур айӗнчи пысӑк лампа сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксемпе кӗмӗл япаласене, ҫамки ҫине симӗс козырек тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрачан яп-яка тураса якатнӑ хурарах пуҫне сӗт тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатса тӑрать; хӗрача умӗнче тетрадь выртать, вӑл ҫинҫе кӑранташпа ӳкерчӗксем тӑвать, хӑй амӑшӗн тикӗс те лӑпкӑн юхакан сӑмахӗсене итлеме кансӗрлемесӗр, хуллен мӑкӑртатса юрлать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сарӑ пурҫӑн абажур айӗнчи ҫутӑра Алексей кил хуҫи хӗрарӑмӗ килте ҫӳренӗ чухнехи пек мар тӑхӑннине курчӗ: костюм, ботӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӳлӗмре сенкер абажур айӗнче электричество лампи тивсе кайрӗ.В комнате загорелась электрическая лампочка под голубым абажуром.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Граммофон туянать индустриализацие пула, — кайӑк тӗс абажур, платьесем те пит лайӑх-ҫке.С индустриализации завел граммофон да канареечные абажуры и платьица.
Пур йӑх-яха та ҫӳп-ҫапа кӑварлӑ рифмӑпа ҫапар // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 142–145 с.