Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Якубӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тукайпа Сарыев хӑйсен тахҫанхи тусӗ Шигалей патӗнче хӑнара пулчӗҫ, тӗкӗрҫӗсем вӑл хушӑра крепость хӳмисене, ӗлӗкрех кунта пурӑннӑ патша ывӑлӗсен — Касимпа Якубӑн — чул ҫурчӗсене, хулари чаплӑ мечӗтсене курса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ Якубӑн хӑпарса, хуралса пӗтнӗ аллине тытса чӑмӑртарӑм, унтан эпир брезентпа витнӗ снарядсем патне лартӑмӑр, ҫав снарядсемпе Крыма штурмланӑ чух усӑ курма май килеймен иккен.

Я пожал черную, закованную в мозоли руку Якубы, и мы присели с ним возле огромных буртов снарядов, крытых брезентами, так и не использованных при штурме Крыма.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Якубӑн ӳчӗ-тирӗсем шап-шурӑ.

Тело у Якубы совсем белое.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Якубӑн аксай плугӗн тыткӑҫисене хӑнӑхса ҫитнӗ, виҫӗ юплӗ сенӗкпе чикӗмсене тӗрӗс йӑтӑрласа илсе кирек мӗнле ҫӗкӗрте те ӑста тӑрлама пӗлекен аллаппийӗсем пысӑк та сарлакаччӗ.

У солдата были большие короткопалые кисти рук, знакомых с чепигами аксайского плуга, умевших правильно зацепить тройчатками навилень и умело вывершить любой скирд.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех