Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юманпа (тĕпĕ: юман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юманпа хутшӑнма май пулнишӗн Кирей кӑмӑллӑ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей Юманпа юнашар кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юманпа ҫӑка вӑррисене, ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн, кӗркунне акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Тарӑн ҫырмара вунӑ хурӑнпа ҫичӗ хурама, тӑхӑр юманпа пилӗк вӗрене, тӑхӑрвунӑ шӗшкӗ тӗмипе виҫӗ палан, сакӑр пилешпе тӑхӑр катӑркас юп кураҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юманпа Чӗкеҫ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак юманпа, ҫак юманлӑхпа ҫыхӑннӑ истори.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавна май чиесене юманпа пӗртӑван йывӑҫ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тимахван мучи ҫав юманпа хурӑнташлӑ, — аллипе Урпаш леш енчи вӑрман ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйсен юратнӑ йывӑҫҫине ним шеллемесӗр касса пӗтерни ҫынсене питӗ кулянтарнӑ, вӗсем вара кӑвак юманпа пӗрле хӑйсен чапӗ те ҫухалать тесе макӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата, ҫемҫе ҫӑка хӑмине типӗ чухне юманпа пӗр йывӑрӑш пулма вӑрӑмрах касса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эштеле икӗ тӗрлӗ йывӑҫран, калӑпӑр, юманпа ҫӑкаран тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Фарвас вӑл вунвиҫҫӗ-вунтӑваттӑри ҫинҫе кӑна хӗрача, тӑлӑхскер, усрама илнӗ ашшӗ-амӑшӗ хушшинче юманпа ҫӑка хушшинчи хӑмла аври пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юманпа ҫӑка патаксенчен тараса евӗр хатӗр туса будка стени ҫумне ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каврӑҫсене юманпа хутӑш лартнӑ, анчах вӗсем юманӗсенчен чылай ҫӳллӗ ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрчӗ керменпе пӗрех, урамалла ултӑ чӳрече, ҫиелтен ӑна та ҫурнӑ юманпа витнӗ, пӗренисене чуспа туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Йӑмра вутти юманпа хурӑн е хырпа чӑрӑш вутти мар ҫав, хӗрӳлӗхӗ сахал ун, хӗллехи сивӗре пӳрт кӗтессисемпе мачча хӑмисем пасараҫҫӗ.

Однако дрова из ветлы, березы и дуба — это не то что сосна или ель: жару от них немного, зато по углам и по потолку сырости хоть отбавляй.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗлӗк эртел членӗсем хӑваран корзинка авас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлетчӗҫ, халӗ, юманпа вӗрене нумай турттарса килнӗ хыҫҫӑн, ӳречеллӗ ҫуна тӑварах парасҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юманпа вӗрене пирки пулӗ?

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав пӗр йывӑҫ ҫумӗнче ҫӗлӗкрен пысӑк ӑвӑ кӑмпи капланса тӑрать, ун леш енче — ҫӗр ҫултан иртнӗ ватӑ юман, юманпа юнашар — ватӑ хурама.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ — палланӑ сакпа чӳречесем; ҫунӑ япаласене ҫакмалли кантраллӑ юманпа вӗрене тураттисем те — вӗсен килӗ умӗнчисемех.

Она узнала окна, скамейку; узнала ветви клена и дуба, между которых протягивала веревки.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех