Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Экеҫре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран тата пулчӗ Экеҫре, икӗ хутӗнче те Сӑпани хӗр пултӑрӗпе, Ҫӑпата Улькипе, калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулӗк эпӗ унтан яппун вӑрҫи пуҫланичченех тухса кайнӑ, атте Экеҫре пурӑннӑ чухне те унта хӑнана ҫеҫ ҫӳрекеленӗ, ӑна тытса кайнӑранпа вара ура ярса пусман, — ял пирки тем ыйтасран асӑрхаттарса хучӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, ӗмӗрне мӗн ҫуралнӑранпах пӗртен-пӗр Экеҫре пурӑнса ирттернӗскер, хутла ликбез йӗркипе кӑна вӗреннӗскер, Мӗтри каланинчен нумайӑшне тӗплӗн ӑнкарсах ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тепӗр тесен, юлташсем, халӗ пирӗн сӑмахӑмӑр урӑххи ҫинчен, — терӗ Никифоров та, ку кӑткӑс ыйтӑва Экеҫре ҫак самантра хускатнинчен усӑ пулас ҫуккине сиссе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗртен-пӗр тӑван ҫавӑ юлчӗ-ҫке Экеҫре.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ниепле те пӗтме памалла мар Экеҫре революцичченех чӑмӑртаннӑ ниме ушкӑнне.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗр-и, Петр Никифорович, пирӗн Экеҫре Ольга Матвеевнӑпа та калаҫса пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав ҫын тахҫан Экеҫре учительре ӗҫленӗ, ун чухне шӑпах яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимуна кӗнекепе туслаштарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Экеҫре, юлташлӑхра, ӗҫ-пуҫ еплерех пырать-ши? — канӑҫсӑррӑн шухӑшларӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров учитлӗ пурччӗ-ҫке Экеҫре, пӗр вӑхӑтра пупра та ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялта, Экеҫре, унашкал ҫын ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин паҫӑр, яла кӗнӗ чухне, шухӑшлани тӗрӗсех-мӗн: Экеҫре ултӑ класлӑ шкул уҫнӑ май библиотекӑна, вулав ҫурчӗпе пӗрлештерсе, урӑх ҫурта куҫарнӑ, пушаннӑ пӳлӗмсене вӗренекенсене панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗл каҫа Экеҫре ҫын нумай вилнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫре хӑйсен ҫынни пур пулас вӗсен, ахальтен пыман унта, кооператив укҫи ӑҫта упраннине те тӳрех пӗлнӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эх, халӗ ҫакӑнта Сӑпани пулсанччӗ, — сасартӑк аса илчӗ Крапивин Экеҫре пурӑнакан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла Ванькка 1921 ҫулхи август уйӑхӗн варринче, кайма-килме тӑватӑ кун ирттерме тивнипе, тӑван Экеҫре виҫӗ кун пулса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, Экеҫре хальччен урамсене кӗрт те хӗве-хӗве кайнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпреҫри милици начальникне вара Экеҫре пурӑнакан Телегин Иван гражданина пӗр тӑхтамасӑр Шупашкара леҫме, ун ӗҫне граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑппа ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Следователь Экеҫре кунӗпех ҫӳрерӗ, хурахсем тунӑ путсӗр ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫынсенчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микули ялта тахҫантанпах ҫук та-ха, хураха тухнӑ ывӑлне пулӑшса тӑнӑшӑн, Совет влаҫне хирӗҫ тунӑ ытти ӗҫсемшӗн ӑна вунтӑххӑрмӗш ҫултах тытса кайрӗҫ, ҫапах унӑн хӳрешкисем Экеҫре халӗ те пур-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех