Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чакӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пире акӑлчан чӗлхине вӗрентес тесе темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Анат Чакӑ ялӗнчен пирӗн яла килсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенӗмӗр, сире тав сӑмахӗ! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -incen-yra

1933 ҫулта Разумов ячӗллӗ колхоз, 1950 ҫулта — Фрунзе ячӗллӗ колхоз (Анат Чакӑ ялӗ) пулса улшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Анат Чакӑ район центрӗнчен кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗ еннерех 24 ҫухрӑмра, Аслӑ Якла юханшывӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче, мобилизаци шайӗнче тата хӑй ирӗкӗпе кайнӑ, Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗнчен, Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тӑракансем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Уява килнӗ хӑнасене, ял-йыша саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Александр Карли, Ульяновск облаҫӗн Ӗҫ тӑвакан комитетӑн членӗсем, чӑваш наципе культура автономийӗн центрӗн представителӗсем Юрий Волоницков тата Артем Федоров, Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов, Архангел Михаил ячӗллӗ храмӗн настоятелӗ, протоиерей Олег атте, ветерансен совечӗн ертӳҫи Николай Кузьмин килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Ҫак илемлӗхе курас, ҫавӑнта иртнӗ ҫамрӑклӑх, ачалӑх ҫулӗсене аса илес, тӑван никӗсне ҫитсе курас тесе, Анат Чакӑ ялӗн халӑхӗ тата ентешсем иртнӗ шӑматкун Ял кунне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Чӑнах та, Чакӑ енӗ хӑйӗн вӑрманӗпе, Пугачев тӑвӗсем текен ҫӳллӗ сӑрчӗсемпе, сиплӗ, таса, сивӗ ҫӑлкуҫсен шывӗпе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Ҫӗпрел лесничествин участокри вӑрманҫине Сагит Зиннурович Махмутова; «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторне Ильмас Анверович Низамова, Анат Чакӑ ял библиотекин заведующине Владимир Васильевич Токмакова; Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Государев Амбар» обществӑн ӗҫ сыхлавӗ енӗпе специалистне Лилия Рафаэловна Гиматдинована, «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторӗсене Юрий Петрович Биктирякова тата Анатолий Петрович Хохлова, «Цильна» обществӑн ветеринари фельдшерне Ильнар Рустемович Ситдикова, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Ильгам Диганшинович Халимова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче халӑхӑн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата пушарсене вӑхӑтра сӳнтерме пулӑшнӑшӑн Раҫҫей пушар надзорне йӗркеленӗренпе 375 ҫул ҫитнӗ май, Анат Чакӑ ялӗнчи ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Амир Каюмович Низамов, «Фламинго» обществӑн ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Фанис Фиркатович Яруллин Тутарстан Республикин граждан оборонин ӗҫӗсем тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1715165051

Мӑшӑрӗпе Николай Сергеевич Кузнецовпа пӗрле пӗрлехи пурнӑҫне Анат Чакӑ ялӗнче пуҫласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ калаҫӑва мӗн ҫитӗ?! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cava-mn-it

Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарса килнӗ май, Анат Чакӑ ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Елена Федотовна Кузнецова 95 ҫул тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ калаҫӑва мӗн ҫитӗ?! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cava-mn-it

Анат Чакӑ вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ «Чайка» канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь пӗрремӗш смена валли хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Семинар: ҫуллахи каникул инкек-синкексӗр иртӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... nkeksr-irt

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех