Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фраерман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Р. Фраерман совет салтакӗсен паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен темиҫе очеркпа калавсем тата шкул ачисем ҫинчен «Инҫе ишев» ятлӑ повесть ҫырнӑ.

Во время войны Р. Фраерман написал несколько очерков и рассказов о подвигах советских солдат и повесть о школьниках «Дальнее плавание».

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Р. Фраерман халӑх ополченине хутшӑннӑ, унтан ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

С началом Великой Отечественной войны Р. Фраерман участвовал в народном ополчении, затем работал в военной газете.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Фраерман повеҫӗнче вара юратӑвӑн пӗтӗм кӑткӑслӑхне пурнӑҫри пек чӑн куратпӑр.

В повести же Фраермана мы видим все стороны сложности любви, как это происходит в жизни.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Фраерман, центрта тухакан хаҫатсен корреспонденчӗ пулса, нумай колхозсемпе МТСсене, ҫӗнӗ стройкӑсене ҫитсе курать, статьясемпе очерксем, корреспонденцисемпе сӑвӑсем ҫырать.

В тридцатые годы Фраерман, будучи корреспондентом центральных газет, посещает многие колхозы и МТС, новостройки, пишет статьи, очерки, корреспонденции и стихи.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

«Васька-гиляк» повеҫе ҫырнӑ вӑхӑтрах Фраерман тепӗр произведени — «Никичен» ятлӑ повесть ҫырать.

Одновременно с написанием повести «Васька-гиляк» Фраерман пишет еще одно произведение — повесть «Никичен».

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

1921 ҫулта Фраерман Мускава пурӑнма куҫать.

В 1921 году Фраерман переезжает жить в Москву.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Партизан отрядӗнче Фраерман литература ӗҫне тытӑнать — вӑл отрядӑн «Красный клич» ятлӑ хаҫатне редакцилет, Якутскра «Ленинский коммунист» хаҫат редакторӗ пулать, Ҫӗпӗрти хаҫат-журналсене ҫырса тӑрать.

В партизанском отряде Фраерман начинает литературную деятельность — он редактирует газету «Красный клич» отряда, в Якутске становится редактором газеты «Ленинский коммунист», отправляет статьи в ряд сибирских газет и журналов.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Ҫакӑнта Фраерман хӑй ӳлӗм ҫырас кӗнекисен геройӗсемпе — тунгуссемпе, гиляксемпе, нанаецсемпе, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ытти вак халӑхсен ҫыннисемпе паллашать.

Здесь Фраерман знакомится с героями своих будущих книг — тунгусами, гиляками, нанайцами, другими людьми мелких народов Дальнего Востока.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра Фраерман Николаевск-на-Амуре хулара пулнӑ.

В начале Гражданской войны Фраерман находился в городе Николаевске-на-Амуре.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Реальнӑй училище пӗтернӗ хыҫҫӑн Р. Фраерман Харьковри технологи институтне вӗренме кӗнӗ, анчах пурнӑҫ хӗсӗккине пула аслӑ пӗлӳ илеймен.

После окончания реального училища Р. Фраерман поступил в Харьковский технологический институт, но из-за жизненных тягот не смог получить высшее образование.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Рувим Фраерман шкулта вӗреннӗ чухнех литературӑна юратнӑ, сӑвӑсем ҫырса, шкулта тухса тӑнӑ «Ученик» журналта пичетленӗ.

Рувим Фраерман еще во времена учебы в школе увлекался литературой, писал стихи и печатался в школьном журнале «Ученик».

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Вырӑс совет писателӗ Рувим Исаевич Фраерман 1891 ҫулта Могилев хулинче ҫуралнӑ.

Русский советский писатель Рувим Исаевич Фраерман родился в 1891 году в Могилеве.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Эпӗ, ачасем умӗнче, уйрӑмах литературӑна лайӑх пӗлекен Саша умӗнче, танлӑрах курӑнас тесе, хамӑра ӗлӗк Гайдар ним пӑхмасӑр «Параппанҫӑ шӑпине» вуласа пани ҫинчен, Фраерман хӑйӗн «Тискер йытӑ Динго» ятлӑ кӗнекине епле ҫырнине каласа пани ҫинчен, Пионерсен Ҫуртне таксипе хам лартса пынӑ Ираклий Андроников тӗрлӗрен ҫынсем пек калаҫса кӑтартса тӗлӗнтернисем ҫинчен аса илсе кала-кала патӑм.

Я, чтобы блеснуть перед ребятами, а особенно перед Сашей литературной эрудицией, вспоминал, как читал нам Гайдар наизусть «Судьбу барабанщика», как Фраерман рассказывал историю написания «Дикой собаки Динго…», и как Ираклий Андроников, которого мне поручили привезти в Дом пионеров на такси, пародирует разных людей.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех