Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фесва (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫапла пулнӑ, Вӑл ӑна Хӑйӗн чури, Фесва ҫынни Илия урлӑ, пӗлтернӗ: Иезавель ӳтне Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, 37. Иезавель вилли Изреель уйӗнче тислӗк пек выртса юлӗ; никам та: ку — Иезавель тесе каламӗ, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша: апла ку — Фесва ҫынни Илия, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран [Ахав ҫинчен] сӑмах пулнӑ: 29. Ман умӑмра Ахав мӗнле йӑвашланнине куртӑн-и? вӑл ҫапла йӑвашланнӑшӑн Эпӗ ун ӗмӗрӗнче хӗн-хур ямӑп; ун ывӑлӗн ӗмӗрӗнче синкер-сехмет ярӑп ун килӗ ҫине, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Галаад ҫӗрӗнчи Фесва ҫынни Илия [пророк] Ахава каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп; ҫак ҫулсенче сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1