Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фекоя (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Иудея патши Озия тата Израиль патши Иоас ывӑлӗ Иеровоам пурӑннӑ вӑхӑтра, ҫӗр чӗтрениччен икӗ ҫул маларах, Амоса — Фекоя хулин пӗр кӗтӳҫне — Турӑ курӑннӑ, ҫавӑн чухне вӑл Израиль ҫинчен каланӑ ҫак сӑмахсене илтнӗ.

1. Слова Амоса, одного из пастухов Фекойских, которые он слышал в видении об Израиле во дни Озии, царя Иудейского, и во дни Иеровоама, сына Иоасова, царя Израильского, за два года перед землетрясением.

Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Тата малалла, хӳмен тепӗр пайне, — пысӑк та ҫӳллӗ пашне патӗнчен пуҫласа Офел хӳмине ҫитиччен — Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ.

27. За ними чинили Фекойцы, на втором участке, от места напротив большой выступающей башни до стены Офела.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ; 5. вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ.

4. Подле них чинил стену Меремоф, сын Урии, сын Гаккоца; подле них чинил Мешуллам, сын Берехии, сын Мешизабела; подле них чинил Садок, сын Бааны; 5. подле них чинили Фекойцы; впрочем знатнейшие из них не наклонили шеи своей поработать для Господа своего.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иосафат ҫарӗ ирхине ирех тӑнӑ та Фекоя пушхирӗ еннелле кайнӑ; тапранса кайнӑ чухне Иосафат тӑнӑ та каланӑ: эй иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, итлӗр мана!

20. И встали они рано утром, и выступили к пустыне Фекойской; и когда они выступили, стал Иосафат и сказал: послушайте меня, Иудеи и жители Иерусалима!

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл тӗреклӗлетнӗ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя, 7. Вефцур, Сохо, Одоллам, 8. Геф, Мареша, Зиф, 9. Адораим, Лахис, Азека, 10. Цора, Аиалон, Хеврон.

6. Он укрепил Вифлеем и Ефам, и Фекою, 7. и Вефцур, и Сохо, и Одоллам, 8. и Геф, и Марешу, и Зиф, 9. и Адораим, и Лахис, и Азеку, 10. и Цору, и Аиалон, и Хеврон,

2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Улттӑмӗшӗ, улттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Ира — Иккеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни — пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.

9. Шестой, для шестого месяца, Ира, сын Иккеша, Фекоянин, и в его отделении двадцать четыре тысячи.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Акӑ ҫав паттӑрсен ячӗсем: Иоавпа пӗртӑван Асаил; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни; 27. Гарод ҫынни Шамма; Пелони ҫынни Херец; 28. Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни; Анафоф ҫынни Евиезер; 29. Хушат ҫынни Сивхай; Ахоха ҫынни Илай; 30. Нетофа ҫынни Магарай; Ваана ывӑлӗ Хелед, Нетофа ҫынни; 31. Рибай ывӑлӗ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон ҫынни Ванея; 32. Хурай — Нагале-Гаашран; Авиел — Аравӑран; 33. Бахарум ҫынни Азмавеф; Шаалбони ҫынни Елияхба.

26. А главные из воинов: Асаил, брат Иоава; Елханан, сын Додо, из Вифлеема; 27. Шамма Гародитянин; Херец Пелонитянин; 28. Ира, сын Икеша, Фекоитянин; Евиезер Анафофянин; 29. Сивхай Хушатянин; Илай Ахохиянин; 30. Магарай Нетофафянин; Хелед, сын Вааны, Нетофафянин; 31. Иттай, сын Рибая, из Гивы Вениаминовой; Ванея Пирафонянин; 32. Хурай из Нагале-Гааша; Авиел из Аравы; 33. Азмавеф Бахарумиянин; Елияхба Шаалбонянин.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ахшурӑн, Фекоя ашшӗн, икӗ арӑм пулнӑ: Хела тата Наара.

5. У Ахшура, отца Фекои, были две жены: Хела и Наара.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вилсессӗн унӑн арӑмӗ Авия ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Ашхура тесе чӗннӗ, вӑл Фекоя ашшӗ пулнӑ.

, жена Есромова, Авия, родила ему Ашхура, отца Фекои.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.

24. [Вот имена сильных царя Давида:] Асаил, брат Иоава - в числе тридцати; Елханан, сын Додо, из Вифлеема, 25. Шамма Хародитянин, Елика Хародитянин, 26. Херец Палтитянин, Ира, сын Икеша, Фекоитянин, 27. Евиезер Анафофянин, Мебуннай Хушатянин, 28. Цалмон Ахохитянин, Магарай Нетофафянин, 29. Хелев, сын Бааны, Нетофафянин, Иттай, сын Рибая, из Гивы сынов Вениаминовых, 30. Ванея Пирафонянин, Иддай из Нахле-Гааша, 31. Ави-Албон Арбатитянин, Азмавет Бархюмитянин, 32. Елияхба Шаалбонянин; из сыновей Яшена - Ионафан, 33. Шама Гараритянин, Ахиам, сын Шарара, Араритянин, 34. Елифелет, сын Ахасбая, сына Магахати, Елиам, сын Ахитофела, Гилонянин, 35. Хецрай Кармилитянин, Паарай Арбитянин, 36. Игал, сын Нафана, из Цобы, Бани Гадитянин, 37. Целек Аммонитянин, Нахарай Беротянин, оруженосец Иоава, сына Саруи, 38. Ира Итритянин, Гареб Итритянин, 39. Урия Хеттеянин.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.

9. Но женщина Фекоитянка сказала царю: на мне, господин мой царь, да будет вина и на доме отца моего, царь же и престол его неповинен.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Фекоя хӗрарӑмӗ патша патне кӗнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ: пулӑшсамччӗ, патша, [пулӑшсамччӗ]! тенӗ.

4. И вошла женщина Фекоитянка к царю и пала лицем своим на землю, и поклонилась и сказала: помоги, царь, [помоги]!

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иоав вара Фекоя хулине ҫын янӑ та унтан пӗр ӑслӑ хӗрарӑма илсе килтернӗ, ҫавна каланӑ вӑл: макӑракан ҫын пек пул та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе ан сӗрӗн, вилнӗ ҫыншӑн темиҫе кун макӑрнӑ ҫын пек пул; 3. вара патша патне кай та ҫапла-ҫапла тесе кала, тенӗ.

2. И послал Иоав в Фекою, и взял оттуда умную женщину и сказал ей: притворись плачущею и надень печальную одежду, и не мажься елеем, и представься женщиною, много дней плакавшею по умершем; 3. и пойди к царю и скажи ему так и так.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех