Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ушаковпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах ҫапла чупнӑ вӑл хумсем, вӗсем ҫинче Одиссейӑпа Митридадӑн, Ушаковпа Нахимовӑн карапӗсем те, нимӗҫсен вӑрӑ-хурахла тапӑнӑва ҫӳрекен «Гебен» тата «Бреслау» крейсерӗсем тӗ, тата эпир хамӑрӑн ҫитӗнеймен шухӑш-ӗмӗтсемпе ларса килнӗ, нумаях пулмасть тинӗс тӗпне путнӑ «Абхази» теплоход та ҫӳренӗ.

Это те же самые волны, которые несли на своих вечных гребнях корабли Одиссея и Митридата, Ушакова и Нахимова, пиратские рейдеры «Гебен» и «Бреслау» и ушедший на дно теплоход «Абхазия», на котором мы везли свои незрелые юношеские мысли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ.

Пока на открытом базу размещали коров, пришел Размётнов с Демкой Ушаковым.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фрол йӗркене кӗчӗ, ура ҫине тӑчӗ, сак ҫине йӑванса кайрӗ те Демка Ушаковпа ҫӳллӗ те именчӗк Михаил Игнатенок Разметнова мӗн-мӗн каласа ҫыртарнине нимӗн пӑлханмасӑрах итлесе выртрӗ.

Фрол оправился, встал, лег на лавку и уже безучастно слушал, как Демка Ушаков и высокий застенчивый Михаил Игнатенок диктуют Размётнову.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эппин, йӗммӳне антарсах кӑтартмаллаччӗ санӑн! — тарӑхса, ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ Демка Ушаковпа юнашар ларакан тӑлӑх арӑм Униҫҫе.

Ты бы уж вовсе штаны-то спустил! — возмущенно и тонко крикнула сидевшая рядом с Демкой Ушаковым вдовая Анисья.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех