Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тиркешерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсир вара темшӗн-ҫке, ӑнтарсах яраймарӑр-ха ӗҫе», — партком секретарӗ ҫапла хушса каланӑнах туйӑнчӗ пулас ӑна, «Мӗншӗн ӗҫ каймасть-ха сирӗн?» — тесе тиркешерех пӑхкаласа ҫӳренӗн туйӑнчӗ, ахӑртнех.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— Шухӑшӗ ку лайӑх-ха, анчах шухӑшланипе ҫеҫ ним те тӑваймастӑн, ӗҫӗ кирлӗ, — тиркешерех асӑрхаттарчӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урӑ чухне Сулагаев асӑрхануллӑрахчӗ-ха, тӳрех апла-капла перкелешместчӗ, анчах киккирикӗ хӗрсен чӗлхине тӳрех ирӗке яратчӗ — кашнинчех тиркешерех калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Илтнӗччӗ, илтнӗччӗ сирӗн ҫинчен, — тиркешерех каларӗ Варлам Сидорович.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пӑх-халӗ, мӗнлерех вӑл. Характер тени хӑйӗнчен пысӑк!» — тиркешерех шухӑшларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Тӳррипе калас-тӑк, кам вара вӑл сан, унашкалскер? — тиркешерех ыйтрӗ Илюш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Тиркешерех паран ҫынсем валли театр уҫӑлнӑ, унта «Гамлет» тата «Дон-Карлос» пьесӑсене выляса кӑтартнӑ; хушӑран столицӑсенче пуртех сӗмленме пултарайман комедисем те кайнӑ.

Открывался театр для более взыскательной публики, где исполняли «Гамлета» и «Дон-Карлоса» вперемежку с такими комедиями, о каких в столице не всякий имеет понятие.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех