Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах темӗнле силлесен те, темӗнле вӗрсен те, темӗнле ҫавӑрсан та — сехет ҫӳремен.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав вӑхӑтрах хӗрачан сӑн-сӑпатӗнче темӗнле ҫирӗплӗх палӑрать, вӑл — ӗшеннӗ пулин те — хӑйи-хӑйми темӗнле ырӑ япала ҫинчен ӗмӗтленсе мала пӑхать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫук, ҫук, чӗрери вӗри юрату темӗнле сивве те, темӗнле йывӑр сӑмаха та чӑтса ирттеретех.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӗлетӗн-и, ҫывӑх ҫынсем ҫумра чухне темӗнле йывӑрлӑх та, темӗнле хуйхӑ та ҫӑмӑлланнӑ пек туйӑнать, пурнӑҫ тӗллевне те ытларах ӑнланатӑн.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кунта темӗнле чаплӑ ҫынсем, темӗнле ӑслӑ профессорсем те выртаҫҫӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шурӑ хитонлӑ, симӗс чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ хӗр чӗре ҫине ҫыракан инициалсене тепри, ҫара ҫерҫи сӑнӗллӗскер, губкӑпа сӑтӑра-сӑтӑра пӗтерет, анчах хӗр темӗнле хӑвӑрт ҫырсан та, ҫӑткӑн алӑ ӑна темӗнле васкавлӑн сӑтӑрсан та темиҫе сас палли юлать-юлатех.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Сирӗн шалти тӗнче темӗнле хӑйне евӗрлӗ, темӗнле аскетла, хӑйне манерлӗ пулин те эсир, хаклӑ Гарвей, телейӗн кулакан сӑн-питне курасшӑн паллах.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак тӗлте ман шухӑшсем куҫпа пӑхайми ҫутӑ та йӑлтӑркка карусель евӗрле ҫавӑрӑнма пуҫларӗҫ, ман пуҫӑмра темӗнле ҫыпӑҫусӑр, нимӗнпе те килӗшмен сӑмах татӑкӗсем ялкӑшса илсе каллех сӳнчӗҫ, хам вилес умӗн каламалли сӑмаха шухӑшласа тупас вырӑнне, хам та пӗлместӗп темӗнле майпа Арзамасра ӗлӗк туйсенче флейта калакан цыгана аса илтӗм.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах ӑна хӑйӗн ҫак хирӗҫлевӗнче темӗнле йӗркесӗрлӗх, темӗнле киревсӗрлӗх пур пек туйӑнса кайрӗ.Но что-то недостойное почудилось ей в этом своем отпоре, что-то неладное.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Юлашки вӑхӑтра мана тӑтӑшах пӗр ырӑ мар туйӑм канӑҫ памасть (епле, ӑҫтан пуҫланчӗ вӑл — хам та ӑнлантарса параймӑп): манӑн алӑк урати умӗнче темӗнле инкек, темӗнле тунсӑхлӑ инкек, кӑштӑртатса тӑнӑ пек туйӑнать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах унӑн сассинче, таҫта, темӗнле кӑлтӑк, темӗнле иккӗленӳ палӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫакӑн пек пӑр хускалмасӑр ларнинче халӗ темӗнле иккӗленӳ те, темӗнле мӗскӗнлӗх те пур пек туйӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн сулахай алли, ырхан та ҫинҫескер, пӗрре — ҫирӗппӗн ҫамкине шӑлса илнӗ, тепре — сывлӑшра темӗнле ӑнланмалла мар паллӑсем тунӑ; ҫара урисем урайӗнче кӑштӑртатнӑ, ӗнси ҫинче темӗнле шӑнӑр чӗтреннӗ, ҫитменнине — хӑлхисем те хусканса тӑнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑн-пичӗ унӑн, темӗнле, шанчӑкне ҫухатнӑ айӑплӑ ҫыннӑн евӗр пулнӑ, хӑй те вӑл, темӗнле лӑпчӑнса хутланнӑн курӑннӑ…Лицо у него было безнадежно виноватое, и весь он какой-то пришибленный.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ыйтусене ответленӗ чух эпӗ ҫакна туйса илтӗм: эпӗ каласа паракан япаласем ҫинчен Иосиф Виссарионович мансӑрӑнах лайӑх пӗлсе тӑрать иккен, вӑл мана темӗнле питех те кирлӗ шухӑш ҫине ӳкерес тесе кӑна ҫапла ыйтса тӗпчет, мана темӗнле чӑнлӑха тавҫӑрса илме пулӑшасшӑн.
Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӗлӗнмеллерех темӗнле чӑшӑр-чӑшӑр, тӑнк-танк, ҫӑмартан тимӗр хуппине тулашран темӗнле япаласем перӗнни-чышни-тӗртни илтӗнеҫҫӗ.
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хырӑм ҫинче темӗн вӗрискер, темӗнле хӑмпӑ выртать, юнашар, пукан ҫинче, шурӑ саппун ҫыхнӑ хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ темӗнле арҫын ларать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Халь вара темӗнле ҫирӗплӗх, ҫав вӑхӑтрах тата темӗнле ачашлӑх ҫӗкленет Владимир Ильичӑн чунӗнче.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӗкӗр умӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл темӗнле чечексем, ҫӑпата сырнӑ темӗскерлӗ мужике, хӑрах куҫлӑ, улпут портретне, темӗнле симӗс катка, темӗскерле шурӑ, япалана кӑна курса юлнӑ…
ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.