Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӗнекен (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫитмен ачасен малтанлӑха медицина тӗрӗслевӗ иртмелле, вӑл сӗнекен ӗҫ сывлӑха тивӗҫтернине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейре ҫул ҫитмен ачасен мӗнле ӗҫсем тума юрамасть? // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... st-3800616

Ҫӗр айӗнче тоннель чавма сӗнекен те пулнӑ, анчах та вӑл вӑхӑтра ку хаклӑ тата пурнӑҫлама йывӑҫ ӗҫ шутланнӑ, ҫавна май ку варианта пӑрахӑҫланӑ.

Было выдвинуто предложение о постройке подземного тоннеля, но этот вариант был отвергнут, так как на тот момент являлся дорогостоящим и трудоёмким.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Лешсем ним туса та илесшӗн мар Вихтӗр сӗнекен кучченеҫе.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.

По его собственным словам, Леннон ожидал подвоха, дающего понять зрителю, что он напрасно так высоко залез, и был в восторге, увидев, что там написано «Да».

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Лай биржӑра регистрациленӗ тата Тайваньре вырнаҫнӑ транснациллӗ мӗнпур предприятисемпе компанисене тупӑшпа эффективлӑрах майпа усӑ курма чӗннӗ, хӑйсен ӗҫченӗсене пуҫласа сӗнекен ӗҫ укҫине ӳстерсен ҫынсен пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ тата экономика та тивӗҫлӗ шайра ӳссе пырӗ тенӗ.

Лай призвал все предприятия, компании, зарегистрированные на бирже, и транснациональные компании, базирующиеся на Тайване, разработать более эффективный способ распределения прибыли для поддержания роста экономики и поддержания стабильного уровня жизни за счет повышения стартовой заработной платы, предлагаемой сотрудникам.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ҫтаппан патне пырса ӗҫ сӗнекен никам та тупӑнмарӗ, хӑй никамран хӑйса ыйтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXIII сессийӗн кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтӑва шӑпах вӗсем сӑлтавланӑ: пӗрремӗш вице-премьер — финанс министрӗ Михаил Ноздряков налук йӗркелӗвӗ ҫинчен калкан саккуна кӗртме сӗнекен улшӑнусемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Эсӗ сӗнекен ӗҫ вырӑнӗ маншӑн марах.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсир сӗнекен ӗҫе тума пултараймастӑпах!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Халь, ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче, хама сӗнекен ӗҫе хирӗҫлемесен, ӑна йышӑнсан, — шутларӗ Ирина, — вӑл ман ҫума куршанак е ана пыйти пек ҫыпӑҫса ларӗ, уйӑрса та пӗтереймӗн, чӑн-чӑн стройка ӗҫне те хутшӑнаймӑн».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Комсомол «тилхепине» ҫирӗп тытма сӗнекен, лартнӑ йывӑҫ тавра тӑпра таптаса ҫаврӑнакан, ирхи хӗвелпе питне ҫӑвакан, палламан каччӑпа пыракан Анюта…

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

UBER: таксипе усӑ курнинчен кӑшт йӳнӗрех, анчах та вӑл аэропорта ҫитмелли саккуна пӑхӑнман меслет шутланать (такси профсоюзӗсем ҫине тӑнине пула ҫӗршыв влаҫӗсем UBER-а саккунлӑ ӗҫлеме май уҫса параймаҫҫӗ) Машинӑна тара илни: ку меслетпе усӑ курма сӗнекен компанийӗсен йышӗ сахал мар.

UBER: чуть более дешёвый, чем такси, но нелегальный способ добраться до аэропорта (власти страны не могут легализовать UBER из-за давления профсоюзов такси) Аренда машины: есть большое количество компаний предлагающих этот вид услуг.

Пистарини министр ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропорт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 1%80%D1%82

1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ.

Еще в 1714 году в Англии вышло королевское распоряжение, предписывающее создать приспособление для печатания различных текстов.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Людмила Николаевна тытӑмри улшӑнусем, халӑха сӗнекен хушма пулӑшусемпе сервиссем, тытӑмри вӑя кӗрекен саккунсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Бизнес проблемисене татса пама ҫул-йӗрсем шырас тӗллевпе, ҫав шутра патшалӑх сӗнекен ҫӑмӑллӑх мелӗсемпе усӑ курма пулӑшма та, район администрацийӗ ҫумӗнче Координаци канашӗ ӗҫлет, - районти лару-тӑрупа паллаштарчӗ Андрей Тихонов.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Тен, пурӑнан пурнӑҫра тепре те ҫаврӑнса ҫитӗ вӑл ӑна хисеплекен, ӑна хӑй патне юлма сӗнекен Велиме килне.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ вилнӗ Элексантӑр патшана та, хальхи сывӑ Микулай патшана та курнӑ, вӗсен аллинчен мидалсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ, халь пире Хусан сӗнекен «ҫӗнӗ йӗркесем» пирки эсӗ мӗн шутлатӑн? — тенӗ Тӑрна Хӗлипӗ.

— Ты, Васюк, видел и почившего царя Александра, и живого Николая, даже из рук его медали получал, так вот скажи нам, что ты думаешь о «новых порядках», кои из Казани нам навязывают?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урпаша ялсем тӑрӑх Киселев реформи сӗнекен «ырлӑхсене» йышӑнтарса ҫӳрекен становойпа икӗ салтак пырса ҫитнӗ пулнӑ.

Прибывший в Урбаш становой в сопровождении двух солдат стал расхваливать Киселевскую реформу.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӑл ӑсчахсем, ҫӑмӑллӑнах Христос тӗнне йышӑннисем, ӳкӗтлекен е тӗрлӗ ырлӑхсем сӗнекен тупӑнсан ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн тутар-мишере те куҫма пултараҫҫӗ.

— Эти умники, что с легкостью приняли веру Христа, с такой же легкостью примут и ислам, если им посулят какие-нибудь блага.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех