Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Скартарис (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Скартарис мӗлки те, чун кӗнӗ ту тӑрри пекех, ҫутӑ сапаласа тӑкакан хӗвел хыҫҫӑн хӑйӗн мӗлкине ерипен шутарса пычӗ.

Тень Скартариса вырисовывалась вдали своим острым ребром и неприметно следовала за лучезарным светилом.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ӑслӑ исландец сӑмахӗ тӑрӑх ҫав ҫула вӑрттӑн ҫыру ҫинче шифрпа кӑтартса хӑварнӑ паллӑ тӑрӑх пӗлме пулать: Скартарис тӑрринчен ӳкекен мӗлкӗ июнӗн юлашки кунӗсенче шӑпах унӑн хӗррине тивсе иртмелле.

По словам ученого исландца, этот путь можно было узнать по признаку, указанному в шифре, а именно, что тень Скартариса касается края кратера в последние дни июня месяца.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Скартарис, — терӗ Ганс.

Охотник ответил: — Scartaris.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир июлӗн 22-мӗшчен кӗтсе ирттерес пулсан, Скартарис тӑвӗн мӗлки Снеффельс кратерне ҫитсе ачашланине курмашкӑн кая юлнӑ пулӑттӑмӑр; ҫавӑнпа та, пирӗн мӗнле те пулин Копенгагена часрах ҫитсе, унтан Исландине ҫитме тӑрӑшмалла.

Если бы мы стали ждать до двадцать второго июня, то прибыли бы слишком поздно и не могли бы видеть, как тень Скартариса падает на кратер Снайфедльс; поэтому мы должны как можно скорее ехать в Копенгаген, чтобы оттуда добраться до Исландии.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫав ученӑй Снеффельс тӑвӗ ӑшне те анса пӑхнӑ, вӑл июлӗн пӗрремӗш кунӗ умӗн Скартарис тӑрринчен ӳкекен мӗлке кратер хӗррипе мӗнле шуса иртнине те хӑй куҫӗпех курнӑ; хӑй пурӑннӑ чухнехи авалхи юмахсенчен ҫав кратер хӑвӑлӗ витӗр ҫӗр варрине пырса тухма пулать, тенине те илтсе пӗлнӗ пултӑр.

Этот ученый спустился в жерло Снайфедльс, видел, как тень Скартариса перед наступлением июльских календ скользит по краям кратера; он даже узнал из легендарных рассказов своего времени, что этот кратер ведет к центру Земли.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл ҫакна лайӑх асӑрханӑ: июлӗн пӗрремӗш кунӗ умӗн, урӑхла каласан, июнь уйӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра пӗр ту тӑрринчен Скартарис тӑрринчен, ӳкекен мӗлке шӑпах ҫав кратер ҫине пырса ӳкет, вӑл ҫакна документра палӑртса хунӑ та.

Он заметил, что перед наступлением июльских календ, иначе говоря, в конце июня, одна из горных вершин, Скартарис, отбрасывает тень до самого жерла вышеназванного кратера, и этот факт он отметил в документе.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Скартарис сӑмах мӗне пӗлтерӗ?

— Но что такое Скартарис?

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Юрать, анчах чи малтан эпӗ сиртен ҫакна ыйтса пӗлес тетӗп: Иокуль, Снеффельс тата Скартарис тени мӗн пулать вӑл, эпӗ ку сӑмахсене нихӑҫан та илтмен, — терӗм.

— Хорошо, я вас спрошу прежде всего, что такое эти Екуль, Снайфедльс и Скартарис, о которых я никогда ничего не слыхал?

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

«Хӑюллӑ ҫулҫӳревҫӗ, июлӗн пӗрремӗшӗ умӗн Скартарис мӗлки ӳксе ачашлакан Снеффельс тӑвӗ ҫинчи Иокул вулкан кратерӗ витӗр аялалла ансассӑн, эсӗ ҫӗр варрине ҫитсе тухӑн.

«Спустись в кратер Екуль Снайфедльс, который тень Скартариса ласкает перед июльскими календами 5, отважный странник, и ты достигнешь центра Земли.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех