Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сихемпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
67. Вӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихемпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гезерпа ун таврашӗнчи уй-хире, 68. Иокмеампа ун таврашӗнчи уй-хире, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи уй-хире, 69. Аиалонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире; 70. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — Анерпа ун таврашӗнчи уй-хире, Билеампа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ; 21. вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 22. Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 23. Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 24. Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 25. Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1