Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ситановӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах мӑкшӑн хӗненӗ ӳчӗ питех аптӑрамастчӗ пулмалла, вӑл пӗрмай ух та ух! текелесе кулкалатчӗ, унтан сасартӑк ҫӳлелле, хул хушшинелле пит хытӑ ҫапса ячӗ те, — Ситановӑн сылтӑм аллине мӑкӑлтарӗ пӑрахрӗ.

Но битое тело мордвина, видимо, не очень страдало, он всё ухал, посмеивался и вдруг, тяжким ударом вверх, под мышку — вышиб правую руку Ситанова из плеча.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ситанов сылтӑм аллипе хӑмсарса ячӗ, мӑкши хӳтӗленмешкӗн сулахайне ҫӗклерӗ те, Ситановӑн сулахай алли ӑна тӳрех кӑкӑр шӑмми айӗнчен пырса лектерчӗ, вӑл хуллентерех ахлатса илсе, каялла чакрӗ те хӗпӗртенӗ пеклерех: — Ҫамрӑк пулин те ухмах мар! — терӗ.

Ситанов замахнулся правой рукой, мордвин приподнял левую для защиты и получил прямой удар под ложечку левой рукою Ситанова, крякнул, отступил и с удовольствием сказал: — Молодой, а не дурак!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех