Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сигор (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Манӑн чӗрем Моавшӑн ӗсӗклет; ун ҫӗрӗнчен Сигор патне, виҫҫӗмӗш Эгла патне ҫитиех тараҫҫӗ; Лухит ҫине йӗрсе улӑхаҫҫӗ; Хоронаим ҫулӗпе пынӑ чух асар-писер кӑшкӑраҫҫӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Нимрим ҫӑлкуҫӗсем типсе ларнӑ, улӑхсем хӑрӑннӑ, курӑк ӗнсе кайнӑ, ешӗлӳсен курӑнмасть.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Ассири патши хӑйне хирӗҫ Осия кавар тунине пӗлнӗ: Осия ӗнтӗ Сигор патне, Египет патши патне, элчӗсем янӑ пулнӑ, Ассири патшине хырҫине те кашни ҫулах тӳлемен; вара Ассири патши ӑна тӗрмене хупса лартнӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей ӗнтӗ Моав тӳремлӗхӗнчен Нево тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Фасга теекен ту тӑррине улӑхнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнпур Галаад ҫӗрне Дан таранах, 2. Неффалимӑн пӗтӗм [ҫӗрне], Ефремпа Манассиян [пӗтӗм] ҫӗрне, Иудӑн пӗтӗм ҫӗрне анӑҫ тинӗсне ҫитиех 3. тата кӑнтӑр енчи ҫӗршывпа Иерихон айлӑмӗнчи тӳремлӗхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кӑтартнӑ.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9. Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурӑннӑ кунсенче 2. ҫавсем Содом патшине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; 11. Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1