Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуласлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Пуласлӑх (тĕпĕ: пуласлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуласлӑх — сирте, тусӑм-йышӑмсем! — тӗрексӗррӗн, пуҫне хурланчӑклӑн сулкаласа сӑмахланӑ Ежов, калӑн, вӑл пуласлӑха хӗрхеннӗ, тата, хӑйӗн кӑмӑлне пӑхмасӑрах, пуласлӑх ирӗкне ҫак ҫынсен аллине пама шутланӑ тейӗн.

— Будущее — ваше, друзья мои! — говорил Ежов нетвердо Я грустно покачивал головой, точно сожалея о будущем и против своего желания уступая власть над ним этим людям.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сарӑ хӗвелӗ те кашни кун тухӑҫран хӑйӗнпе Полинӑн таса юратӑвне чечекленсе вӑй илме пил парса, ҫутӑ пуласлӑх шантарса ҫеҫ ӑшпиллӗн ҫӗкленнӗн, ҫурхи ӑшӑ ҫилӗ те Полинӑпа иккӗшне ҫеҫ таса юрату хумӗ ҫинче ярӑнтарнӑн, садри саркайӑк та юррине Полинӑпа иккӗшӗн телейлӗ пуласлӑхӗ ҫинчен ҫеҫ шӑрантарнӑн туйӑнчӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Пуласлӑх кочӗ» — ачасене ҫутӑ пуласлӑха мӗнле ҫулпа кайма пулнине кӑтартса паракан ресурс», — тенӗ ЧР цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Пуласлӑх — хӗрлӗ хӗвел тухӑҫ, ирхи ҫил, ытарайми тӗтре ҫийӗн сӳнекен ҫӑлтӑр, шуҫӑмӑн савӑнӑҫлӑ чӗрӗлӗхӗ, ҫӗрӗн куҫҫулӗпе кулли; пуласлӑхӑн пӗртен пӗр ят кӑна пулма пултарать — Кармен.

Будущее — красный восток, утренний ветер, звезда, гаснущая над чудесным туманом, радостная бодрость зари, слезы и смех земли; будущему могло быть только одно единственное имя — Кармен.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Свифт хӑй вӑхӑтӗнчи тискер пурнӑҫа чун-чӗререн ылханнӑ, пуласлӑх пирки ӗмӗтленнӗ, пуласлӑх тӗнчене улӑштарасса шаннӑ вӑл.

Свифт отрицал настоящее со всем его произволом и жестокостью во имя лучшего будущего, которое преобразует и исправит мир.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Анчах пуласлӑха пӗлме ҫук ҫав, пуласлӑх этем умӗнче путлӑх ҫийӗпе хӑпарнӑ тӗтре пек тӑрать.

Но неизвестно будущее, и стоит оно пред человеком подобно осеннему туману, поднявшемуся из болот.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унсӑрӑн, вӑн, калаҫатпӑр пайтах: пуласлӑх хулисем тӑватпӑр, теетпӗр, анчах ӑҫта вӑл, пуласлӑха ӑнтӑлни?

А то только говорим, что строим города будущего, а где оно, это устремление в будущее?

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Паянхи пухура колхозӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйту тӑрать, эпӗ пуласлӑх ҫинчен калатӑп та.

На собрании нынче вопрос о перспективах колхоза, я о перспективах и говорю.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ачасем пирӗн пуласлӑх тетпӗр те, вӗсем телейлӗ ӳсчӗр тесе патшалӑх нумай тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Асра юлмалла иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%97/

— Эпӗ те ҫавнашкалах шутлатӑп, пирӗн обществӑра ҫав ирӗклӗх малалла та хуҫалансан, пуласлӑх ҫук пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫамрӑклах ачасем хӑйсен ӑсталӑхне пуянлатайраҫҫӗ, профессие алла илсе, пуласлӑх ҫулне тупса палӑртма та пултарайраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Пирӗн пуласлӑх шанчӑклӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Иртни те, пуласлӑх та таса…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах пӗрле ирттернӗ кун тата пуласлӑх ҫинчен ҫав асамлӑ лару-тӑрура тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хайхи мӑшӑр малашне те пӗрлех пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Но проведенный совместно день и поиск точки равновесия на специальных качелях помогли переосмыслить ситуацию и принять решение продолжить дальнейшую совместную жизнь.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ачалӑх теми патне таврӑнса ҫакна палӑртмалла: ятарлӑ ҫар операцийӗ чи малтанах ҫитӗнекен ӑру валли лайӑх пуласлӑх туса хурассине тивӗҫтерме пулӑшать.

Возвращаясь к теме детства, надо отметить, что специальная военная операция направлена прежде всего на обеспечение достойного будущего для подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫамрӑк чух ыранхи часах ҫитессӗн туйӑнмасть, ҫавӑнпа пуласлӑх ҫинчен каҫса кайса тенӗ пек калаҫатпӑр; ватӑласпа вара ҫынсен калаҫӑвӗнче час-часах: «эпир астӑвасса» сӑмах сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Предприятийӗн пуласлӑх планӗ те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Тем те тӳссе курнӑскер, пит тӑрӑшса мӗкӗрленсе хускалчӗ те кивӗ «Волга», манӑн «салхуллӑ пуласлӑх» еннелле йывӑррӑн ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Унпа пуласлӑх пирки шухӑшланисем, тавлашнисем асран тухмаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шуралса пыракан ҫӳҫсемлӗ пуҫӗнче пуласлӑх варианчӗсем пӗринчен тепри тискертерех курӑнса шуса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех