Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ASR (сасӑран текст тӑвасси) текен япала тӗрлӗ сасса аванран палласа илсе тӗрӗс текстлатӑр тесен 100 сехет ҫырнӑ сасӑ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Mozilla Common Voice-ра сасӑсен базине пуянлатар! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/489

Ара, тӗрлӗ сасса лайӑхрах палласа илмешкӗн.

Куҫарса пулӑш

Mozilla Common Voice-ра сасӑсен базине пуянлатар! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/489

Ҫывӑхарах ҫитсен палласа илтӗм ватӑна.

Куҫарса пулӑш

Курӑк чейне ӗҫет, мунчара милӗкпе ҫапӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/kurak-chejne-ecet ... panat.html

— Ара, ку пире лагере ертсе килнӗ ачах пулчӗ-ҫке, — Санькӑна ҫийӗнчех палласа илчӗ Славик ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Хӗвӗшекен халӑх хушшинче пуҫне хӗрлӗ каскӑ тӑхӑннӑ ашшӗне аякранах палласа илчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Славик хӑйсене лагере ертсе килнӗ ачана палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Салам, салам, Ҫеркей, — тӳрех палласа илчӗ ӑна хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Аякри ҫынна палласа илес пек, Варук аппа, алӑ тупанне ҫамки тӗлне тытса, малалла тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Курманни нумай пулать те, вӑр-варах палласа илеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫурӑмне ҫеҫ курчӗ пулин те, Нина ӑна тӳрех палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Чӗкеҫ, эпӗ аттене тӳрех палласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Мӗнле палласа илтӗм эпӗ сана?

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вунҫичӗ ҫул хушши Хурӑнвар-Шӑхаль ялӗнче ӗҫленӗ май, Николай Федорович ялти кашни вӗренекенӗн ашшӗ-амӑшӗсене те палласа, ҫапла ятран чӗнсе хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

— Кампур, эсех-и ку?! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ хамӑр йытта палласа илсе.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Эпир ӑна ҫийӗнчех палласа илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Мӗн ачаран палласа юлнӑ вӑл ҫак урама, икӗ енӗпе ларакан ҫуртсене.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эс мӗн, сасӑран хӑвӑн ентешӳсене палласа илейместӗн-им?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара ашшӗне палласа илет те: — Тьтте, — тет, шӗвӗр пӳрнипе тӗллесе, амӑшне кӗпи аркинчен туртса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Симон Васильевич Коробкин, министр заместителӗ, урамра пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер, Левене аякранах палласа илет:

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахӑртнех, палласа илеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех