Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтукӑн хуйхине лайӑх пӗлекен хӗрарӑм Пазухина тӗлӗнмелле япала каласа пачӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫул ҫинче вӑл, тӑлӑп ҫухавипе хупланса, сӑмах чӗнмесӗр пычӗ, ҫур ҫула ҫитсен, учителе хӑй ҫумне чӗнсе илчӗ, Пазухина Наталья Лаврентьевна ҫумне куҫса ларма ыйтрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫӗрле Пазухина такам тӑлӑппа витсе янӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл тарласа, пӑшӑхса вӑранчӗ, ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑмасӑр, маччан-урайӑн, алӑкӑн-тӗпелӗн пӑхкаласа выртрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ачасем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла васкаса, Пазухина самантрах хывӑнтарчӗҫ, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнтартрӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Алтатти инке хӑнана алӑ париччен те пулмарӗ — юнашар пӳлӗмрен ҫамрӑксем шавласа, тӗпӗртетсе тухрӗҫ, путексем пек сиккелесе, Пазухина сырса илчӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пуп-атте Пазухина антихрист вырӑнне хучӗ, ӑна хӑй ӑшӗнче юнаса пурӑна пуҫларӗ, кашни кӑлтӑкшӑн айӑплама, ура хума пикенчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Александр атте, хӑйӗнчен килес пулсан, Пазухина тахҫанах шкултан кӑларса ярӗччӗ, анчах ӑна Чӗмпӗр шкулӗн пуҫлӑхӗ хытӑ хӳтӗлет, унпа, статски советникпе, хирӗҫме Левашов ухмах мар-ха.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Левашов пуп илтсех юлаймарӗ пулас та, ҫапах Пазухина тапӑнчӗ: «Эсӗ шкул ачисене пӑсса ятӑн, шкул хорӗнчи ачасем тӗн йӗркине лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Асту, ӳкӗнмелле ан пултӑр!» — терӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Урамран хаваслӑ Кирук чупса кӗчӗ те Пазухина янӑравлӑ сассипе сывлӑх сунчӗ, вара сӗтел ҫине, ашшӗ умне, кӗмӗл укҫа шӑнкӑрт кӑларса хучӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лисук хӑна еннелле пӑхмарӗ пулин те, Пазухина унӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем ӗлӗкхи пекех витӗр курӑннӑн туйӑнчӗҫ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӗр кӗнӗ-кӗмен хӑвӑрт сӑхсӑхса илчӗ те аллинчи шурӑ тутӑрпа чӗркенӗ проҫвиркӑна турӑш умне пырса хучӗ, асӑрхамасӑр Пазухина ҫулӑнчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Илья Ефимыч халӑхӑн йывӑр пурнӑҫӗ пирки калаҫнӑ май Пазухина Кӗсле Матви ҫинчен каласа пачӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Айӑпсӑр ачасем таса сассисемпе ҫак тискер ӳкерчӗк айӗнче юрлани Пазухина вырӑнсӑр, тӑрлавсӑр япала пек туйӑнчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Нарспи» вуланӑ хыҫҫӑн шкулта вӗренекенсем пурте сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ пекех, Павловпа Пазухина курса, пурте музыкӑна юратса пӑрахрӗҫ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
- 1