Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫтукпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укӑлча хапхинчен Кӗҫтукпа пӗрле тухса кайрӗ те пӗччен килсе кӗчӗ — епле йывӑр ӑна халь Укаҫ умӗнче тӑма, епле йывӑр пуль Укаҫа Тимуша курма.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпир Кӗҫтукпа иксӗмӗр Турра кӳрентермелле нимӗн те туман-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлаварун хыҫалти вӗче кӗсйинче вӑл!» тенӗ сӑмахсене асран кӑлараймасӑр лешсем чӑнах ӑрӑмҫӑсем-асамҫӑсем пулни пирки вӗсен, Кӗҫтукпа Ула Тимӗрӗн, иккӗленӗвӗ ӑшра тарӑн тымарах яраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ирхине Кӗҫтукпа Альтука ача садне ӑсатса ярать те тӳрех мастерскойне уттарать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗҫтукпа Альтук юнашар мӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кил картинче Кӗҫтукпа Альтук хӑйсем тавра питӗ нумай кӑвакарчӑн пухнӑ та вӗсене ҫӑкӑр тӗпретсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗҫтукпа Альтук вӑл чылай хушӑ килмесен: «Чике Старик Хур Сухал хӑҫан килет?» — тесе, амӑшне аптратаҫҫӗ, Кӑҫалхи ёлкӑра вӗсем старике Хӗл мучи турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макарӑн мастерскойӗ Художник ҫуртӗнче пулин те, Натюш пӳлӗмсене куллен тасатса-тирпейлесе тӑрать пулин те, ҫапах кунта художник пурӑнни сисӗнет: стенасем ҫинче кӑранташпа, тушпа ӳкернӗ эскизсем, тӗрлӗрен репродукцисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; австракционистсем евӗрлӗ ӳкернӗ «картинӑсем» хушӑран алӑксем ҫинче е чӳрече янаххисем ҫинчех курӑнкалаҫҫӗ — ку вара Кӗҫтукпа Альтук произведенийӗсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кӗҫтук шкулта чухнех математикӑна аван ӑнкартатчӗ, — Кӗҫтукпа шкулта пӗрле вӗреннисенчен пӗри аса илчӗ.

– Костя вообще-то в математике рубил хорошо, – вспомнил кто-то, кто учился с Костей в школе.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех