Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ял пуҫӗнчи Кӑканар шывӗн ячӗ те мари сӑмахӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӑкӑрлӑкпа Артур ҫурчӗ патӗнчен иртейнӗччӗ — Кӑканар ҫырминчен лав хӑпарнине курах кайрӑмӑр.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫурхи шыв тапраннӑ вӑхӑтра пирӗн Кӑканар та, тулса ҫитсе, икӗ ҫырантан тапса тухать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӑканар пӗви енчен нӳрӗ ҫил вӗрни Павлушӑн ҫан-ҫурӑмне витӗрех ҫӳҫентерчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Аппӑшӗ хушнипе Павлуш пахчари ҫӗрулми йӑранӗсем ккпаланӑ, ҫум ҫумланӑ, улмуҫҫи ҫинчи хуртсене Тимушпа пӗрле пуҫтарса ҫунтарнӑ, Лисукпа пӗрле Кӑканар ҫырминчи купӑста-хӑярсене шыв сапнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑхӑт пилӗк сехет кӑна — унӑн ҫывӑрас килмест: хӑйӗн тусӗпе, Тимушпа, Кӑканар шывӗнче пулӑ сӗрни аса килет, Киремет вӑрманӗнче хурӑн ҫырли пуҫтарни, каҫхи вӑйӑсенче карталанса юрланисем аса килеҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каҫхи хӗвел Кайри ҫырма енне сулӑнсан, Кӑканар пӗвинчи шапасем тин кӑна хӑйсен туй кӗввине тапратнӑ вӑхӑтра Кутемере пӗр Кармӑш тутарӗ пырса ҫитрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӑканар пырӗнче ҫав тери нумай ҫӗлен пулӑ — сӗрме кӑна ан ӳркен!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ваттисем каланӑ тӑрӑх — вӗсем астӑвасса Кӑканар ҫырми хӗрринче мӗнпурӗ те вуник кил ҫеҫ пулнӑ, тет.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хура пӳртре пурӑнсах ӗмӗр иртнипе тарӑхман Хӗветӗр: ҫӗр мунчасем хушшинче, Кӑканар ҫырми хӗрринче пӗр чӳречӗллӗ пӗчӗк пӳрт лартса арӑм та туяннӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
- 1