Шырав
Шырав ĕçĕ:
Койшаур (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лавҫӑ-осетин, ҫӗрлеччен Койшаур тӑвӗ ҫине улӑхма ӗлкӗрес тесе, лашасене ырми-канми хисте-хисте, сасси ҫитнӗ таран юрласа пырать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ Койшаур айлӑмне анса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел юрпа витӗннӗ ту хыҫне пытанма пуҫларӗ те ӗнтӗ.Уж солнце начинало прятаться за снеговой хребет, когда я въехал в Койшаурскую долину.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Страницăсем:
- 1