Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Козаксенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗр минут хушшинчех тумланса та тӑчӗ; мӑйӑхне хуратрӗ, пуҫ тӳпи ҫине пӗчӗк кӑна хурарах ҫӗлӗк лартса ячӗ, — капла ӑна хӑйне ҫав тери лайӑх пӗлекен козаксенчен те никам та паллаяс ҫук.

В минуту оделся он; вычернил усы, брови, надел на темя маленькую темную шапочку, — и никто бы из самых близких к нему козаков не мог узнать его.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл сӑнӑпа чикнӗрен, пуля лекнӗрен тата йывӑр палашпа ҫапнӑран вилмеллех аманнӑ мӗн; вӑл чаплӑран та чаплӑ козаксенчен пӗри пулнӑ, хӑй атаман пулса ертсе пынипе тинӗс ҫинче нумай поход туса ирттернӗ; анчах чи чапли вара Анатоли ҫыранӗсем патне тунӑ поход пулнӑ.

Три смертельные раны достались ему: от копья, от пули и от тяжелого палаша. А был один из доблестнейших козаков; много совершил он под своим атаманством морских походов, но славнее всех был поход к анатольским берегам.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫав вӑхӑтра ют ҫӗршыв капитанӗ, козаксенчен халиччен никам та курман пысӑкран та пысӑк тупӑран пӗрсе ярас тесе, аллине хӑй фитиль тытрӗ.

А тем временем иноземный капитан сам взял в руку фитиль, чтобы выпалить из величайшей пушки, какой никто из казаков не видывал дотоле.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унтан, ҫул ҫинчен пӑрӑнса хӑйсен вырӑнне таврӑнчӗҫ те, пӗлӗтри ҫӑлтӑрсен ҫутинче урапасен ҫуррийӗ хӑйсен вырӑнӗнче ҫуккине, козаксенчен нумай ҫын ҫуккине курса, пурте чӗререн хуйхӑрма тытӑнчӗҫ, хӑйсен шухӑ пуҫӗсене ҫӗрелле усса ирӗксӗрех пурте шухӑша кайрӗҫ.

А когда сошли и воротились по своим местам, когда увидали при высветивших ясно звездах, что половины телег уже не было на месте, что многих, многих нет, невесело стало у всякого на сердце, и все задумались против воли, утупивши в землю гульливые свои головы.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ку тӑван ҫӗршыва эпӗ хамӑн чӗрере илсе ҫӳрӗп, ӑна эпӗ хам виличчен илсе ҫӳрӗп, ӑна козаксенчен никам та ман чӗререн тӑпӑлтарса илеймӗ!

И понесу я отчизну сию в сердце моем, понесу ее, пока станет моего веку, и посмотрю, пусть кто-нибудь из козаков вырвет ее оттуда!

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Козаксенчен никамӑн та манӑнни пек хӗҫпӑшал ҫук: манӑн хӗҫ тыткӑҫӗшӗн хӑйӗншӗн кӑна чи лайӑх лаша кӗтӗвӗ тата виҫӗ пин сурӑх параҫҫӗ.

Такого ни у кого нет теперь у козаков наших оружия, как у меня: за одну рукоять моей сабли дают мне лучший табун и три тысячи овец.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Остап тӗлӗкре аташса козаксенчен кама та пулин вӑратмарӗ-и тесе, Андрий сыхлануллӑн йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхрӗ.

Андрий робко оглянулся на все стороны, чтобы узнать, не пробудил ли кого-нибудь из козаков сонный бред Остапа.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Козаксенчен хӑшӗ хӑйнӑ-ши ҫакӑн пек ҫанталӑкра, Днепр ҫиленнӗ вӑхӑтра кимӗпе ҫӳреме?

Кто из козаков осмелился гулять в челне в то время, когда рассердился старый Днепр?

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ман козаксенчен хӑшӗ те пулин ҫавнашкал шухӑш тытнӑ пулсан, шухӑш ҫеҫ тытнӑ пулсан та… хам ун ҫинчен пӗлес-тӗк… эпӗ ӑна асаплантарса вӗлермелли май та тупайрас ҫук!»

Если бы только думу об этом держал в голове хоть один из моих козаков и я бы узнал… я бы и казни ему не нашел!

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Пин те темиҫе ҫӗрмӗш ҫулта… ҫав эсремет ҫулӗсен ячӗсене, хуть те вӗлер, калаймастӑп, ун чухнехи комиссара, Ледачине, козаксенчен чи хӑвӑртрах тавҫӑрса илме пултараканнине суйласа илме приказ панӑ пулнӑ.

— В тысячу… этих проклятых названий годов, хоть убей, не выговорю; ну, году, комиссару тогдашнему Ледачему дан был приказ выбрать из козаков такого, который бы был посмышленее всех.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Козаксенчен чылайӑшӗ урӑх ҫӗрелле кайса пӗтрӗҫ, чылайӑшӗ, ыттисенчен ытларах ҫӳреме юратаканнисем, похода та туха-туха кайрӗҫ.

Много козаков обкосилось и обжалось; много козаков, поразгульнее других, и в поход потянулось.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех