Шырав
Шырав ĕçĕ:
Митя анкартисемпе пахчасем витӗр Кистенӗвка ращинелле утрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Крыльцаран савӑнӑҫлӑн сикрӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хир урлӑ Кистенӗвка енне чупса кайрӗ.Весело спрыгнул с крыльца и пустился бегом, не оглядываясь, через поле в Кистеневку.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кистенӗвка вӑрманӗ витӗр тӳррӗн килме хӑймарӑм, тавра ҫулпа килтӗм.Ехать ближним путем через Кистеневский лес я не осмелился, а пустился в объезд…
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку прошени тӑрӑх К… земски суд тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Дубровский, халӗ ҫав тавлашуллӑ именипе усӑ кураканскер, вырӑнта тӗпчеме пынӑ дворянски заседателе ҫапла каласа панӑ-асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи эпӗ тытса тӑракан имени, … чун ят ҫӗрӗсемпе тата тӗрлӗ пурлӑхӗпе пӗтӗмӗшпех мана хамӑн аттем — артиллери подпоручикӗ Евграф ывӑлӗ Гаврил Дубровский вилнӗ хыҫҫӑн халал йӗркипе юлнӑ, тенӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
18… ҫулхи февралӗн 10-мӗш кунӗнче К… уездӗнчи суд гварди поручикӗ Гаврил ывӑлӗ Андрей Дубровский Петр ывӑлӗн Кирила Троекуров генерал-аншефӑн пурлӑхӗпе … кӗпӗрнинчи Кистенӗвка ялӗнчи ята кӗнӗ … арҫынлӑ,… теҫеттин акакан ҫӗрле тата улӑх-ҫаранлӑ именийӗпе тӗрӗс мар усӑ курни ҫинчен пӑхса тухрӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Андрей Гаврилович, кӗтмен ҫӗртенех ҫавӑн пек хут илнипе тӗлӗннӗскер, ҫав кунах хирӗҫ сивӗ сӑмахсемпе панӑ ответра — Кистенӗвка ялне хӑйне ашшӗ халалласа хӑварни ҫинчен, ӑна вӑл халал тивӗҫӗ тӑрӑх тытни ҫинчен, Троекуровӑн унпа нимӗнле ӗҫ те ҫукки ҫинчен, ҫак пурлӑха урӑх ҫынсем хапсӑнни — вӑл элеклӗ те киревсӗр ӗҫ пулни ҫинчен ҫырать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑп икӗ эрнерен Дубровский хуларан Кистенӗвка ялне хӑй мӗнле майпа тытса тӑма тивӗҫҫи ҫинчен хӑвӑртрах пӗлтерме хушакан хут илчӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1