Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килхушшисене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килхушшисене кӗрсе тӗмсем хушшине, шӑтӑк-ҫурӑксене, пӑрахӑҫ кӗтессене ӑвӑнса, тим хурса пӑхкаларӑм — ҫук, анчӑк курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӗрме алӑкне ҫӗмӗрсе пӑрахрӗҫ, унтан вара арестантсем, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе чупса тухса, таврари килхушшисене тарса ҫаланчӗҫ.

Двери тюрьмы взломали, и оттуда хлынули, разбегаясь по дворам, арестованные.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫуркунне пирӗн ансӑр урама, пирӗн тӗтӗм ҫапса ларнӑ пӗчӗк килхушшисене те илемлетрӗ.

Весна украсила нашу грязную улочку, наши пропахшие дымом дворики.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫулсеренех, ҫурхи шыв-шур тапрансан, ҫырма шывӗ Заречьери килхушшисене юхса кӗрсе тулать, урамсене илсе лартать — ун пек чухне вара слобода ҫыннисем маччана улӑхаҫҫӗ те мачча чӳречисенчен тата ҫуртсем тӑрринчи вӑлтасемпе пулӑ тытса лараҫҫӗ, тӑпсисенчен кӑларса илнӗ хапха алӑкӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса сулӑсем тӑваҫҫӗ, ҫав сулӑсемпе урамсем тӑрӑх, юханшыв тӑрӑх ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӑрмантан шыв юхтарса килнӗ вутӑлӑх пӗренесене тытаҫҫӗ, ҫак тупӑша пӗр-пӗринчен вӑрлаҫҫӗ, ҫӗрлесенче тата, слободана хулапа ҫыхӑнтарса тӑракан кӗперӗн карлӑкӗсене вата-вата йӑтса каяҫҫӗ.

Ежегодно в половодье река вливалась в дворы Заречья, заполняла улицы тогда слобожане влезали на чердаки, удили рыбу из слуховых окон и с крыш, ездили по улицам и по реке на плотах из ворот, снятых с петель, ловили дрова, унесённые водою из леса, воровали друг у друга эту добычу, а по ночам обламывали перила моста, соединявшего слободу с городом.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тупӑпа перекенсем хӑйсен тупписене подвалсене, килхушшисене, ҫурт хыҫӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Пушкари с грохотом вкатывали на руках артиллерию в подвалы, во дворы, за углы домов.

XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Килхушшисене шултра ҫумкурӑк пусса илнӗ — ҫыннисене кунтан тыла куҫарнӑ.

Дворы заросли бурьянами, жители отсюда были эвакуированы в тыл.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Нимӗҫсем вырӑссен колоннисене час-часах курнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ун пек колоннӑсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, лӑпкӑн кӑна хӑйсен ӗҫӗсемпе аппаланнӑ: пахчасемпе килхушшисене лартса тултарнӑ зениткӑсемпе танксем патӗнче тӑрмашнӑ, вутӑ тумашкӑн карта вӗрлӗкӗсене тустарнӑ, хӑйсен машинисем патне шӑтӑксенче тата пӳртсенче тупнӑ тӗрлӗрен япаласене ҫӗкле-ҫӗкле пынӑ, е тата, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса, чӗлӗм чӗртнӗ те, мӗн ҫинчен те пулин сӑмахласа ларнӑ.

Не обращая внимания на колонну русских, какие приходилось видеть часто, немцы спокойно занимались своими делами: возились около зениток и танков, расставленных по всем дворам и огородам, растаскивали изгороди на дрова, волокли к машинам разные вещи, найденные в ямах и домах, толковали о чем-то, собираясь группами, разжигали трубки…

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл канавсене, пахчасене, килхушшисене шыраса тӗмӗсене пӑха-пӑха тухрӗ, кама та пулин шыраса тупсан вара, шалҫа патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупрӗ, шалҫана виҫӗ хутчен шаккарӗ: вылякан тупӑнчӗ пулать, вӑл пытаннӑ ҫӗртен тухмалла.

Он заглядывал в канавы, в огороды, за дворы, шарил в кустах и, обнаружив игрока, со всех ног бежал к колу и троекратно ударял по нему палкой: игрок найден и должен выйти из укрытия.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех