Шырав
Шырав ĕçĕ:
Имет ӑна аллипе тӗкмерӗ, тем сарлакӑш кӑкӑрӗпе ҫеҫ Кантюкӑн ҫулне пӳлсе хучӗ.Имет, не касаясь Кандюка даже пальцем, своей широкой грудью преградил ему дорогу.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хальччен кун пек ӑрӑмҫа курман-илтмен ҫамрӑксем Кантюкӑн асамлӑ сӑмахӗсене ӑсран каяс пек тӗмсӗлсе итлеҫҫӗ.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах Нямаҫ ашшӗне тепӗр ята асӑнсан, Кантюкӑн сӑн-пичӗ уҫӑлчӗ.Но вот Нямась упомянул еще одно имя, и лицо Кандюка вмиг просветлело.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюкӑн сӑмсапа анӑранӑ сасси уйрӑммӑнах илтӗнет:
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюкӑн мӗн ҫук?
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавӑн пек пултӑр Кантюкӑн хулӑмӗ.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эс, Урнашка, хӑвӑртрах мӗшӗлтет унта! — илтӗнчӗ Кантюкӑн сасси.— Ты, Урнашка, побыстрее там пошевеливайся! — послышался недовольный голос Кандюка.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӑварни иртсен виҫҫӗмӗш каҫ, ял халӑхӗ урамра ҫӳреме чарӑнсан, Кантюкӑн юман юпаллӑ вырӑсла хапхи чӗриклетрӗ те, хӑй тӗллей тенӗ пек, яриех уҫӑлчӗ.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳлминчи тырри те пӗтӗмпе татӑлмасть, выльӑх-чӗрлӗхне те пӗр чӗрне сутмасть: Кантюкӑн ырӑ суннӑ пархатарӗ ҫитрӗ пулинех.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӳлӗрен хир енчи сӑрталла Ҫӗнӗ Ырӑ кати пуҫланатчӗ, ҫав катана халь кӑкласа сухаланӑ та ҫырма хӗррине чикӗнекен пӗр сӑмсаха ҫӗҫ сухаламасӑр хӑварнӑ: Кантюкӑн ҫавӑнта вӗр-ҫӗнӗ акапуҫӗ шалтӑрах ванса кайнӑ имӗш.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Енчен Кантюкӑн хӳри пулнӑ пулсан, ҫак вырӑнти ҫын умӗнче вӑл вӗшле йытӑ пек хӳрине пӑлтӑртаттарса вылятнӑ пулӗччӗ те, хӳри ҫук-ҫке.Если бы у Кандюка был хвост, он бы перед Степаном Иванычем вилял им без устали, жаль нет его.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюкӑн ҫурчӗ халь икӗ пахча сарлакӑшне йышӑнать.И теперь хозяйство Кандюка раскинулось на площади двух огородов.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюкӑн кӳрши чухӑн пурӑнатчӗ; хуҫи вара, йышлӑ килйышӗ валли телей шыраса, ҫӗнӗ ҫӗре, Ҫӗпӗре, тухса кайрӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Виҫӗмҫулччен Кантюкӑн ҫурчӗ пӗр пахча анлӑшне кӑна йышӑнатчӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюкӑн шанчӑклӑ ҫыннисем ытти ялсене ҫитеҫҫӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫуркунне, ҫӗршыв типсе ҫитсен, ака туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, Кантюкӑн юланутлӑ йыхравҫисем Упи пасарне каяҫҫӗ те, вӑрӑм патак вӗҫне алса тулӗ тӑхӑнтартса: «Тырӑ сутаҫ, тырӑ!.. Утламӑшри Кантюк патне тырӑ туянма пырӑр!» — тесе, пӗтӗм пасар тӑрӑх евитлесе ҫӳреҫҫӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӑна хирӗҫ ялти ҫӗрме пуян Кантюкӑн улма пахчи тухать.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1