Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайбулка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем, ӑшран тӑвӑнса, хӑшкӑлса, Кайбулка ятлӑ юханшыв ҫыранне мӑраннӑн, тӑнкӑл-танкӑл уткаласа ҫитрӗҫ те самаях вӑрӑм туратлӑ, йӑвӑ, маччаланнӑ хӑва яраписем айне тӗшӗрӗлчӗҫ, кӑнтӑр апачӗ вырӑнне батонпа тутлӑ шыв хӑп-хап ҫырткаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кайбулка текен шыв хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗрсе вӗсем унти ӑстасем мӗнле ӗҫленине те чылайччен сӑнаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайбулка юханшывӗ урлӑ каҫнӑ май вӑл хӑйсен тӗлӗнче урапаллӑ лав тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унтан усал шӑршӑллӑ шыв Кайбулка ҫырмине сӑрхӑнса анать, сывлӑша пӑсать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Миҫе чӑваш Шупашкара куҫса килнине, кам ӑста пурӑннине кирек камран ыйт, каласа параҫҫех чӑвашсем; Максимов-Кошкинский артист ӑҫта пурӑнать-ши тесе ыйтсанах, Атӑл хӗрринче тӗл пулнӑ милиционер: — Астраханцев арман хуҫи ҫуртӗнче, Кайбулка урлӑ каҫсанах, — терӗ те ӑҫталла каймаллине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех