Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Казонден (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк, пӑхса тӑракансене, хула ҫыннисене, патшан ҫывӑх ҫыннисене тӗлӗнтерсе, тухатмӑш Казонден хаяр пуҫлӑхне алран ярса тытрӗ.

И вдруг, к глубокому изумлению зрителей, горожан и придворных, колдун схватил грозную властительницу Казонде за руку.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сасартӑк мганнга читокӑран Казонден тӗп урамне тухрӗ те король керменӗ еннелле утрӗ.

Вдруг мганнга свернул с читоки на главную улицу Казонде и направился к королевскому дворцу.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫав куннех пытарма хатӗрленме пуҫларӗҫ, Казонден аслӑ урамӗ вӗҫӗнче тулли те хӑвӑрт юхакан шывлӑ Кванго юппи пур.

Подготовка к похоронам началась в тот же день, в конце главной улицы Казонде протекал полноводный и стремительный ручей, приток Кванго.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвиш хыҫҫӑн Коимбра, Ибн-Хамис тата ытти чура сутуҫисем, арабсем, метиссем хӑйсем Казонден хӑватлӑ хуҫине парӑнса тӑнине шантарчӗҫ.

Вслед за Алвишем Коимбра, Ибн-Хамис и другие работорговцы, арабы и метисы, заверили могущественного властителя Казонде в своей преданности.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ир-ирех Казонден анлӑ читокинче ҫын мӗнле хӗвӗшнине ҫырса кӑтартма та йывӑр.

С самого раннего утра на обширной читоке Казонде царило буйное оживление, которое трудно описать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех