Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Казонде (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дик Сэнд ухутара чухне тури Казонде ҫынҫиенӗсем шӑп та шай ун умне пырса тухма пултараҫҫӗ.

Роковой случай мог привести этих людоедов верхнего Казонде на берег реки как раз в то время, когда Дик Сэнд там охотился.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫырансем пачах ҫынсӑр, пушӑ пек туйӑнчӗҫ: Казонде ҫӗрӗн ку пайне туземецсем сайра килсе ҫӳреҫҫӗ пулас.

Берега казались совершенно безлюдными: очевидно, эту часть территории Казонде туземцы посещали очень редко.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑйӗн ҫухалнӑ коллекцийӗ, энтомологипе сырса пынисем — Казонде ҫыннисем вӗсен хакне ӑнланма та пултараймӗҫ — ҫинчен шухӑшласа, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл куҫлӑхне ҫамка ҫине хӑпартма тесе аллине сӑмси патнелле ҫӗклет…

Думал о своей потерянной коллекции, об энтомологических заметках, — вряд ли жители Казонде сумеют понять их ценность, — и время от времени машинально подносил руку к переносице, чтобы поднять на лоб очки…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пирога юханшыв ансӑрланнипе шыв хӑвӑрт юхакан вырӑнпа пынӑ чух Геркулес Уэлдон миссиса хӑй Кванза ҫинчи лагерьтен тарнӑранпа мӗн пулнипе каласа пачӗ: Вӑл Уэлдон миссиспа ывӑлне лартнӑ китанда хыҫҫӑн курӑнмасӑр пынӑ; унтан, аманнӑ Дингӑна тупса, иккӗш пӗрле Казонде таврашне ҫитнӗ; Уэлдон миссиспа мӗн пулнине пӗлтерекен вӑл ҫырнӑ хута Динго Дика кайса панӑ; Бенедикт пичче ӑнсӑртран хӑйсем патне килсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл унчченхинчен те хытӑ сыхлакан факторине кӗресшӗн усӑсӑр тӑрмашса ҫӳренӗ, юлашкинчен тыткӑнрисене хӑрушӑ Жозе-Антониу Алвиш аллинчен хӑтармалли май та тупӑннӑ.

Пока пирога плыла по течению, очень быстрому, так как река здесь сужалась, Геркулес рассказал миссис Уэлдон все, что произошло со времени его бегства из лагеря на Кванзе: как он незаметно следовал за китандой, в которой несли миссис Уэлдон и ее сына; как он нашел раненого Динго и они вместе добрались до окрестностей Казонде; как он послал Дику записку с Динго, сообщив в ней, что сталось с миссис Уэлдон; как после неожиданного появления кузена Бенедикта он тщетно пытался проникнуть в факторию, охрана которой стала еще более строгой; как, наконец, ему подвернулся случай вырвать пленников из рук ужасного Жозе-Антониу Алвиша, надо сказать, что случай этот подвернулся как раз вовремя.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑ вӑл факторирен тухрӗ, Казонде урлӑ та каҫрӗ ӗнтӗ, вӑрмана кӗчӗ, ҫав-ҫавах ҫирӗп те пӗр пек утӑпа виҫӗ миля чухлӗ кайрӗ, вара, пӗччен юлсан, — тискер ҫынсем вӑл вӗсене хӑй хыҫҫӑн пыртарасшӑн маррине ӑнланчӗҫ, юлчӗҫ, — ҫурҫӗрелле юхакан юханшыв хӗррине ҫитрӗ.

Однако он вышел из фактории, пересек Казонде, ступил под своды леса, тем же твердым и размеренным шагом прошел более трех миль и, оставшись один — дикари поняли наконец, что он не хочет, чтобы за ним бежали, — достиг берега реки, быстрые воды которой текли на север.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсем чӗнсе илнӗ пӗлӗтсене хӑйсен ҫӗршывӗнчен, вӗсем шыв илтернӗ Казонде ҫӗрне, халӑха выҫлӑха хӑварнӑ!

Это они призвали тучи из своих дождливых стран, это они накликали наводнение и голод на землю Казонде!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӳпене пӗлӗтсем карса илчӗҫ, пӗр чарӑнми шалкӑм ҫумӑр Казонде таврашне йӑлт шыв айне турӗ.

Небо было затянуто тучами, и непрерывные ливни затопляли всю область Казонде.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах, телейсӗр ученӑй инкекне, Алвиш факторийӗн ку пайӗ Казонде ҫӗрне темиҫе миля тӑршшӗ хупласа тӑракан вӑрман хӗрринче.

Но к несчастью для незадачливого ученого, эта часть фактории Алвиша, расположенной на северной окраине города, примыкала к большому лесу, покрывавшему территорию Казонде на протяжении многих миль.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казонде урамӗсенче пӗр ҫын та курӑнмарӗ.

И даже на улицах Казонде нельзя было встретить ни одного местного жителя.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казонде провинцийӗн чӑтлӑхӗнче вилмен пулсан, вӑл, тен, фактори патне пырса, тыткӑнрисене Алвиш аллинчен туртса илме хӑтланӗ.

Если он не погиб в опасных дебрях провинции Казонде, он, возможно, постарается как-нибудь подобраться к фактории и вырвать пленников из рук Алвиша.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Моссамедишпа Казонде хушшинчи ултҫӗр миля Уэлдон миссиса хӑратмарӗ.

Расстояние же в шестьсот миль, отделяющее Казонде от Моссамедиша, не пугало миссис Уэлдон.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакӑншӑн Бенедикт пичче чӑтайми кулянса ҫӳрерӗ, вӑл куҫлӑх илесшӗн темле хак та парӗччӗ, анчах, шел пулин те, Казонде пасарӗнче ку питех те сайра тавар.

Это служило источником постоянных огорчений для кузена Бенедикта, и он готов был уплатить любую сумму за пару очков, но, к несчастью, этот товар был слишком редким на ярмарке в Казонде.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӑштах тӑрсан, шыв тӗпӗнче шӑтӑк чавнин, унта Казонде патшин чапӗшӗн ҫӗршер ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнин йӗрри те юлмарӗ.

И не осталось никаких следов того, что на дне ручья вырыта могила, где сотня человеческих жизней была принесена в жертву во славу короля Казонде.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Жозе Антониу Алвиш, Коимбра, Негоро, араб-чура сутуҫисемпе вӗсен хавальдарӗсем — пурте Казонде халӑхӗпе пӗрле пычӗҫ.

Жозе-Антониу Алвиш, Коимбра, Негоро, арабы-работорговцы и их хавильдары также пополнили собой толпы населения Казонде.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казонде хулинче шӑп.

В городе Казонде все стихло.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Туземецсем шыва пӗвелеме тапратрӗҫ, пӗве шыва пӳлет те ӑна вӑхӑтлӑха Казонде айлӑмнелле ярать.

Туземцы принялись возводить плотину, преграждавшую путь ручью и временно направлявшую его на равнину Казонде.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казонде хуҫи пуласшӑн ҫунакан ытти ҫынсене, чи малтан Укусу патшине, айккине тӑратса хӑварма пултарчӗ.

И могла опередить других претендентов, и в первую очередь короля Укусу, стремившегося стать властителем Казонде.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл канаш панине Алвиш сас-хура сарчӗ: Казонде хуҫин тӗлӗнмелле вилӗмӗ — аслӑ Маниту ӑна ыттисенчен ытларах юратни турӑсем уйрӑм ҫынсене ҫеҫ тӑвакан чыс.

По его совету Алвиш пустил слух, что необыкновенная смерть повелителя Казонде — знак особой милости к нему великого Маниту, что это честь, которой боги удостаивают лишь избранных.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казонде патшипе ун министрӗнчен урӑх ним те юлмарӗ.

Больше ничего не осталось от короля Казонде и его министра.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗнлерех хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ Казонде патши!

Как страшно вскрикнул король Казонде!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех