Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑкӑначӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Аттилля йӑкӑначӗн ҫытма йӗмлӗ ачисем, иккӗш те ярханах, пӗр витре ҫӗкленӗ те урамра ӑҫта тислӗк купи пур, тислӗк нӑрри шыраҫҫӗ, тупсассӑнах, шӑтӑка шыв ярса, нӑррине кӑлараҫҫӗ, нӑрри тухнӑ чух харӑс-харӑссӑн кӑшкӑраҫҫӗ.
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей кӑҫал пӳрт лартатех иккен-ха; Аттилля Йӑкӑначӗн те пӳрчӗ тайӑлнӑ, пӗр-пӗр вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӳнтерсе ярасран, йӑтӑнтарса антарасран Йӑкӑнатӑн хӑйӗн те, арӑмӗн те каҫсерен чунӗсем ҫук, тепле чӑтса ирттермелле пулать ӗнтӗ, хӑҫанччен иккенне те калама кансӗр; Пикмӑрса тесен, уншӑн темӗн мар, ҫу кунӗнче тата та ҫӗрпӳрт чавма пултарать.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Страницăсем:
- 1