Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӑкӑнатӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сысна пӑхакан Йӑкӑнатӑн сӑнне пичетлесе кӑларнӑ хаҫат.

В газете напечатана фотография свинопаса Игната.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Эпир виҫсӗмӗр Йӑкӑнатӑн сенкер сӑрпа сӑрланӑ, ҫӗнӗрен витсе лартнӑ пӳртне пырса кӗрсен, вӑл хӑйне тав туса пырса панӑ икӗ чӗрӗке ӗҫме ӗлкӗрнӗччӗ те вилнӗ пекех, лӑпкӑн, хӑрлаттармасӑр ҫывӑратчӗ.

А когда мы втроем пришли к голубой, вновь покрытой хате Игната, то хозяин к тому времени уже успел принять две четвертинки благодарственных приношений и спал как убитый, тихо, без храпа.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Йӑкӑнатӑн ӗҫ ҫук!

Нечего Игнату делать!

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Тухса кайнӑ чух Алеша: — Кузьмич ӑна вӗҫертмелле марах тытса лартрӗ; Йӑкӑнатӑн урӑхланмаллах пулать, — терӗ.

Уходя, Алеша сказал: — Кузьмич вцепился — не оторвешь: придется Игнату перестроиться.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Йӑкӑнатӑн тек пӗр тус та юлман, ҫитменнине ӑна арӑмӗ кашни кун хӑйранӑ.

Друзей у Игната совсем не стало, к тому же жена пилит и пилит ежедневно.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Мӗншӗн-ха ыттисен кайма юрать, анчах Йӑкӑнатӑн юрамасть? — те хӑйӗнчен, те ҫав Пшеничкинранах ыйтрӗ вӑл.

Почему другим можно, а Игнату нельзя? — спрашивал он не то самого себя, не то обращаясь все к тому же Пшеничкину.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Йӑкӑнатӑн хусканӑвӗсем яланах вӑраххӑн пулаҫҫӗ, анчах тӗплӗ, лӑпкӑ; калаҫасса та вӑл вӑраххӑн, анчах ӗнентерӳллӗн, сассине улӑштара-улӑштара, аллисемпе сулкаласа, тепӗр чух пуҫӗпе те сулкаласа калаҫать.

Движения у Игната медлительны, но уверенны, всегда спокойны; говорит он тоже медленно, но выразительно, меняя интонацию и жестикулируя руками и даже головой.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Шерккей кӑҫал пӳрт лартатех иккен-ха; Аттилля Йӑкӑначӗн те пӳрчӗ тайӑлнӑ, пӗр-пӗр вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӳнтерсе ярасран, йӑтӑнтарса антарасран Йӑкӑнатӑн хӑйӗн те, арӑмӗн те каҫсерен чунӗсем ҫук, тепле чӑтса ирттермелле пулать ӗнтӗ, хӑҫанччен иккенне те калама кансӗр; Пикмӑрса тесен, уншӑн темӗн мар, ҫу кунӗнче тата та ҫӗрпӳрт чавма пултарать.

Шерккей вот нынче дом новый поставит, это хорошо, все этому рады; а вот у Игната Атилля домишко тоже обветшал, того и гляди сметет его в сильную бурю, вот и болит у него душа день и ночь: когда, как он выберется из нужды — неизвестно; Бикмурза вон не унывает — летом опять выкопает новую землянку, и вся недолга…

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех